Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тума май парĕ

2010 ÇУЛХИ октябрьте çĕршывра халăх çыравĕ иртесси пирки массăллă информаци хатĕрĕсем маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Халăх çырăвĕн историне илес пулсан, Раççейре ку мероприяти пуçласа 1897 çулта иртнĕ. Юлашки çырав вара 2002 çулта пулнă. "Пĕтĕм Раççейри" халăх çырăвĕ" Федераци Законĕпе килĕшỹллĕн (25.01.2002) малашне çырава кашни вунă çулта пĕрре ирттерме йышăннă. Мĕнре-ха унăн тĕллевĕ? Вĕсенчен пĕри _ халăхăн экономикăпа социаллă, демографи лару-тăрăвне тĕпчесе тивĕçлĕ кăтартусем пухасси. Çавăн пекех, халăх йышĕ мĕнле пулни, çынсем ăçта ытларах пурăнни те çак ыйтăва уçăмлатма май парать. Сăмах май, кунта статистика кăтартăвĕсене асăнса хăварни те вырăнлă пулĕ. Паянхи куна Шăмăршă районĕнче 31 ялпа поселок шутланать, вĕсенче пурĕ 199 урам тата тăкăрлăк. Çуртсен хисепĕ вара _ 6260. 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 15027 çын пурăнни паллă. Халăх çырăвĕн тепĕр тĕллевĕ _ çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх патшалăх бюджетне, экономика аталанăвне йĕркелес, çĕршывăн хăватне çирĕплетес, сывлăха сыхлас, çул-йĕр тăвас сферăсене аталантарма укçа-тенкĕ уйăрма майсем тупасси, ытти социаллă ыйтусене татса парасси. Хальхи вăхăтра халăх çыравне хатĕрленес ĕç Концепценине хатĕрленĕ, ку тĕлĕшпе 2007-2013 çулсенче туса ирттермелли ĕçсен планне, 2010 çулхи çыравăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетмелли, вĕсене халăх патне çитермелли тата çырав материалĕсене сыхласа упрамалли календарлă плана çирĕплетнĕ. 2002 çулхи халăх çырăвĕ халăхăн пĕтĕм шайне тĕрĕс шута илнине кăтартса пачĕ. Çавна май çитес çырава та ку тĕлĕшпе йĕрке улшăнмалла мар. Хальхинче те çырав вăхăтĕнче çак тапхăрта Раççейре пурăнакан халăх йышне, çĕршывра вăхăтлăха пурăнакан тата чикĕ тулашĕнче пурăнакан е вăрах вăхăтлăх командировкăсене янă граждансене (çемье йышне кура) тĕплĕн шута илеççĕ. Халĕ Росстат çитес халăх çыыравĕн методологине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлет, ку тĕлĕшпе ятарлă программа проектне, ятарлă бланксен прототипĕсене хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Программа проектне 39 ыйту тата хушма ыйту кĕртме палăртнă, вĕсенчен 32-шĕ çĕршывра пурăнакансем, 7-шĕ _ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем пирки. Кăçалхи октябрь уйăхĕнче программа проектне сăнавлă майпа Раççей Федерацийĕн виçĕ регионĕнче _ Санкт-Петербургра, Хабаровскра, Мускав облаçĕнчи Балашихи хула округĕн уйрăмĕнче ирттерме палăртнă, унта, малтан палăртнă тăрăх, вăтамран 300 пин çын хутшăнмалла. Чăвастат специалисчĕсем Санкт-Петербургри сăнавлă çырава хутшăнаççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2008
00:00
Поделиться