Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Патшалăх пулăшăвĕ _ хресченшĕн çăмăллăх

"АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ ял хуçалăх предприятийĕсене кăна мар, ял çыннисене те пысăк пулăшупа тивĕçтернине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Хуçалăхсем çăмăллăхлă кредит илсе выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетеççĕ е реконструкцилеççĕ, ăратлă выльăх тата ял хуçалăх техники туянаççĕ. Ялта пурăнакан уйрăм çынсем те наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кредит илсе хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма пултараççĕ. Шăпах ял çыннисене хушма хуçалăха аталантарма кредит парас ĕç районта еплерех пынипе интересленсе Раççей Перекет банкĕн Шăмăршă уйрăмĕн 4440Ỹ036 номерлĕ хушма офисĕн ертỹçипе О.Н.Алексеевпа тĕл пулса калаçрăмăр. _ Олег Николаевич, "ПАК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хуçшма хуçалăх тытакансене çăмăллăхлă кредит парас ĕç мĕнле пырать-ха? Кăтартусемпе паллаштарсамăр тархасшăн. _ Палăртмалла, асăннă йышши çăмăллăхлă кредита 2006 çулта пама тытăнтăмăр. Ял çыннисем хушма хуçалăха аталантарма кредитăн тỹлесе татман виçи хальлĕхе пĕтĕмпе 98,2 миллион тенкĕпе танлашать. Кăçал районта Перекет банкĕн уйрăмĕ урлă 242 çын 37 миллион та 854 пин текĕлĕх кредит илме документсем тăратнине асăнмалла. _ Кредита миçе çуллăха тата мĕнле тĕллевпе илме май пур? _ Çăмăллăхлă кредита 5 çуллăх çулталăкăн 14 проценчĕпе выльăх-чĕрлĕх витисене модернизацилеме, реконструкцилеме е çĕнетме, выльăх-чĕрлĕх (мăйракаллă шултра выльăх, сурăхсем, сыснасем, пыл хурчĕсем...) туянма, ял хуçалăх техникине илме май пур. 2 çуллăх вара кун пек кредита çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх техникине юсама саппас пайсем, минераллă удобренисемпе вăрлăх, выльăх апачĕ, çамрăк выльăх туняма, çавăн пекех ветеринари препарачĕсене илме, страхлав взносĕсене тỹлеме, ял хуçалăх культурисен тухăçне страхлама, ĕççи вăхăтĕнчи ытти тăкаксене саплаштарма илме пулать. Сăмах май, кредитăн çулталăкăн 14 процентĕнчен 11-шне патшалăх субсидилет, кредит илекенĕн вара 3 процентне çеç тỹлемелле пулать. Кунтах çакна та каласа хăвармалла. Кредита 15 пинрен пуçласа 700 пин таранах илме май пур, анчах ăна илекен çыннăн тупăшĕ тивĕçлĕ пулмалла. _ Олег Николаевич, хушма хуçалăха аталантармалли кредита илме еплерех документсем хатĕрлемелле? _ Кредит виçи 100 пинрен иртмест пулсан пĕр поручитель кăна кирлине палăртмалла, ытларах пулсан _ 2 е ытларах. Ку тупăшран килет. Кредит илекенĕн тата поручителĕн паспорчĕсен пур страницин те копийĕсем, иккĕшин те юлашки 6 уйăхри тупăшĕсене кăтартакан справкăсем тăратмалла. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ял хуçалăх кĕнекинчен илнĕ выписка, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ панă рекомендаци кирлĕ. Заявлени-анкета та çырмалла. Кредит илекенĕн çĕр пурри е çукки çинчен çирĕплетекен документсем тăратмалла мар. _ Пĕр хутчен хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илнĕ çыннăн тепĕр хут ăна илме ирĕк-пур-и? _ Паллах. Çỹлерех палăртрăмăр ĕнтĕ, кредита 700 пин таран илме май пур, анчах кредит илме кăмăллакан çыннăн тупăшĕ пайтах пулмалла. Çавăн пекех кредита урăх тĕллевпе илмелле. Тĕслĕхрен, маларах техника туянма патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă пулсан, тепрехинче асăннă кредита урăх тĕллевпе (выльăх туянма, выльăх витисене çĕнетме...) илме май пур. Юлашкинчен çакна палăртас килет. Çăмăллăхлă кредит илсе хушма хуçалăха аталантарас тĕллевлисем чылай. Çак паха информаципе паллашсан маларах кун пек кредитпа усă курманнисен те хушма хуçалăха аталантарма шухăш кĕрессе шанас килет. Патшалăх майсем туса панă чух унăн пулăшăвĕпе ял çыннисен туллин усă курасчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2008
00:00
Поделиться