Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кирпĕч хурăнать _ çурт çĕкленет..

ШĂМĂРШĂРИ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн йывăç çурчĕ кивелсе çитнине, вăл районти физкультурăпа спорта малалла аталантарассинче хальхи условисене тивĕçтерменнине шута илсе, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне Çыру тăратнă, физкультурăпа спортăн çĕнĕ комплексне тăвас ыйтупа пулăшма ыйтнă. Кабинетăн черетлĕ ларăвĕнче çивĕч ыйтăва пăхса тухса Шăмăршăсене пулăшма йышăннă, объекта "2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси" Федераллă программăна кĕртме тивĕçлĕ хутсем хатĕрлеме сĕннĕ. Район администрацийĕ часах документсене хатĕрлесе панă. Хатĕр документацие (сметăн пĕтĕмĕшле сумми 108 миллион тенкĕпе танлашать) Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствине тăратнă. 2008 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти "СУОР" ООО (генеральнăй подрядчик) ĕçченĕсем Шăмăршă стадионĕн территорийĕнче физкультурăпа спорт комплексĕн никĕсне хывма пуçăннă. Çак ĕçе июлĕн иккĕмĕш декадинче вĕçленĕ, стенасене купалама тытăннă. Паянхи кун тĕлне пĕрремĕш хутри пỹлĕмсемпе кабинетсене купаласа хăпартнă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра каменщиксем хĕрлĕ тата сарă кирпĕчсенчен тулашри стенасене купалаççĕ. Ку ĕçре Шăмăршăри В.Лысов тата Патăрьелĕнчи "Стройкомфорт" ОООри (субподрядчик) В.Солдатов боигадирсем ертсе пыракан каменщиксен бригадисем тăрăшаççĕ. _ Комплекс икĕ хутлă пулмалла, - терĕ "СУОР" ОООн тĕп инженерĕн заместителĕ А.Васильев, объектпа паллаштарнă май. _ Çитĕннисен тата ачасен бассейнĕсем, тренажер, сĕтел çинчи теннис, фитнес, кĕрешỹ залĕсем çурта илем кỹрсе тăрĕç. Душ, салтăнмалли пỹлĕмсем, тĕрлĕ кабинетсем, буфет та пулĕç. Паллах, комплекс тулашĕнчен те хитре курăнĕ. _ Ĕçсене комплекслăн пурнăçласа пыратпăр, - хутшăнчĕ ун çумне С.Миронов прораб. _ Пирĕн субподрядчиксем _ Канашри "Водрем" ООО _ таса шыв тата канализаци пăрăхĕсене хывассипе, Шупашкарти "РСУ-Галицин" ООО ăшă системине тăвассипе ĕçлеççĕ. Уйрăм котельнăйра газпа ăшăтакан 2 хуран пулмалла. Электриксем комплекс территорийĕнче модельлĕ çĕнĕ трансформатор вырнаçтарĕç. Ку вăл таврашри çуртсене электроэнергипе тивĕçтерессине те лайăхлатĕ. Тепĕр субподрядчик _ "Парк" ООО территорие тирпейлес-илемлетес тĕлĕшпе тимлет. Çуртпа юнашар баскетбол, футбол, волейбол площадкисем, ăмăртса чупмалли çул, теннис кортчĕ, пĕчĕккисен площадки пулĕç. Паллă ĕнтĕ, тутлă апат лайăх ĕçлеме хавхалантарать. Строительсене объект территорийĕнчех вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Апата яланах кăмăла каймалла пĕçерсе хатĕрлессишĕн вĕсем А.Аюповапа В.Мискина поварсене кашнийĕнчех тав сăмахĕсем калаççĕ. _ Çурта ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне купаласа пĕтерме палăртатпăр, - терĕ В.Ларионов мастер. _ Кун хыççăн ăна металл-черепица материалĕпе витетпĕр. Пĕрлех шалти ĕçсем те хĕрỹ пырĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2008
00:00
Поделиться