Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Картиш выльăхпа илемлĕ

ЯЛ çынни выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнаймасть. Пĕрисем икĕ ĕне, виçĕ-тăватă вăкăр, йышлă сурăх усраççĕ, теприсем вара сысна ĕрчетсе тупăш илеççĕ. Паллах, ĕçлемесен, тар тăкмасан выльăх-чĕрлĕх нумай ỹт хушмасть. Çавăнпа та укçа ĕçлесе илес текенсем рехетленсе, ыйха тăраниччен çывăрса выртаймаççĕ. Хăйсем апат ларса çийиччен кил картине тухаççĕ, выльăхсем патне пыраççĕ. Вĕсем патĕнче ĕçĕ туллиех: айĕнчи тислĕке хырса тасатмалла, апатлантармалла... Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Калашниковсен çемйи те хĕвелпе пĕрлех ура çине тăрать. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕнче сыснасем ĕрчетеççĕ. Вĕсене çăвăрлаттараççĕ, аш-какайлăх çитĕнтереççĕ. Ара, хушма тупăш килти бюджета самаях пуянлатать-çке. Кил хуçи _ Борис Васильевич каланă тăрăх, вĕсен çăвăрлакан пилĕк ама. Паянхи куна вĕсем пурте çăвăрланă, кашнийĕнех вунă-вун икĕ çура. Аш-какайлăх çитĕнтерекеннисем _ çирĕм пуç. Калама кăна çăмăл пек, хуçалăхра çавăн чухлĕ сысна пăхма вара çăмăлах мар. Кашни ỹсĕмри валли хăйне апат хатĕрлемелле. Вĕсене черетпе картана уçăлма кăлармалла. Çак ĕçсене кулленех пурнăçламалла. Выльăх апачĕ тенĕрен, ăна Калашниковсем пĕлсе, рациона пăхăнса хатĕрлеççĕ. Çулла симĕс курăк пама тăрăшаççĕ. Тырри-çăнăхне вара укçалла илме тивет. Аш-какайне вырнаçтарасси те çăмăлах мар. Çапах та майне тупаççĕ Калашниковсем. Сысна тушкисене Шупашкара, Канаша илсе кайса сутаççĕ. "АПК аталанăвĕ" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, ялта пурăнакан çынсене патшалăх çăмăллăхлă ял хуçалăх кредитне пама пуçласан, Калашниковсем васкасах унпа усă курнă. Укçа-тенкĕ сыснасем валли витесем тунă çĕре шăпах вырнаçнă. Чух-чухсем урай хăмисене çĕмĕрсе-ватса тăнăран, вĕсене те яланах улăштарса тăма тивет. Сивĕ çĕрте те усраймастăн выльăха. Хĕлле валли витесене кашни çулах юсаса çĕнетмелле, шăтăк-çурăка питĕрмелле. Ялта Калашниковсем ĕçчен-лĕхпе палăрса тăраççĕ. Кил-çуртра килĕштерсе пурăннăран вĕсен ĕçĕ те кал-кал пырать, укçа-тенки те пухăнать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2008
00:00
Поделиться