Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕр акине вăхăтра вĕçлемелле

РАЙОНТА кĕр тыррисене кăçал 4000 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Ытларах пайне кĕрхи тулă _ пурĕ 2700 гектартан кая мар йышăнĕ. Кĕрхи çĕнĕ культура _ тритикали 300 гектартан кая мар акма палăртнă. Вăхăтра акнă тырă лайăх аталанать, хĕллехи сивĕсене те тỹсĕмлĕн чăтса ирттерет. Кĕр акинче тепĕр çирĕп ыйту _ çĕре кирлĕ пек ĕçлесе хатĕрлесси. Лайăх сухаламан лаптăкра вăрлăх лайăх варăнса юлаймасть. Агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн ыраша, кĕрхи тулла 4 сантиметр тарăнăшне акмалла. Тепĕр çивĕч ыйту _ кивĕ вăрлăхсене вăхăтра улăштарасси, сортсене çĕнетсе пырасси. Кĕрхи культурăсен çĕнĕ сорчĕсене _ "Житница", "Галина", "Московская-39", "Безенчукская-87", "Фаленская-4" сортсене анлă çул памалла. Асăннă сортсем гектартан 40-50 центнер тухăç параççĕ. Çак тата ытти ыйтусене сỹтсе яврĕç августăн 3-мĕшĕнче район администрацийĕнче иртнĕ семинар-канашлура районти хуçалăхсен ертỹçисем. Семинар-канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, унăн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров сăмах тухса каларĕç, хуçалăхсенче кĕр тыррисене акнă чух хутăш удобренисемпе туллин усă курмаллине уйрăммăн палăртрĕç. Кĕр тыррисене акассине çывăх кунсенчех вĕçлемелле, вăрлăх сывă пултăр тесен ăна имçамламалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2008
00:00
Поделиться