Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕл хăрушă пулмĕ

 Çу иртрĕ _ кĕре кĕтĕмĕр. Хĕл çитесси те инçех мар. Ăшă çу кунĕсем хыççăн вара выльăх-чĕрлĕхе ăшă та хăтлă витесем, çителĕклĕ чухлĕ апат кирлĕ. Районта фермăсене хĕле хатĕрлес ĕç мĕнлерех пырать-ха? Ку ыйтупа пирĕн корреспондент район администарцийĕн АПКна таталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайăн тĕп специалисĕпе Н.Вазановпа курса калаçнă. _ Шăмăршăсем паян тумалли ĕçе ырана хăварма хăнăхман, - тенĕ Николай Петрович. _ Районта выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе "пăр" тахçанах тапраннă темелле. _ Апла пулсан, хăш-пĕр пĕтĕмлетỹсем тума та май пур-тăр? _ Паянхи куна ку ĕçе "Исток" ОООра, "Колос" Агрофирма" ЗАОра вĕçленĕ. "Нива", "Мир", "Карлинская", "Бездна", "Искра" хуçалăхсенче те юлашки ĕçсем пыраççĕ темелле. Паллах, ытти хуçалăхсенче те алă усса лармаççĕ. Хăшпĕр çĕрте, пытармалли çук, тỹшекне кура урана тăсма та тивет: е укçа-тенкĕ çитмест, ĕç вăйĕ çителĕксĕр, материалсемпе чăрмавсем пур. _ Николай Петрович, витесем, юсавлă пулнисĕр пуçне, зооветеринари нормисене те тивĕçтермелле вĕт... _ Тĕрлĕрен чир-чĕр ан сарăлтăр тесе кашни витенех дезинфекци тума, шал енчен шуратса хăварма палăртнă. "Исток" тата "Колос" хуçалăхсене ку тĕлĕшĕнчен мухтамалла кăна. "Нивăпа" "Мирта" та витесене шуратмалли çеç юлнă. Ытти хуçалăхсене те вĕсенчен тĕслĕх илме, ĕçе хăвăртлатма сĕнес килет. _ Витесенче ытларах мĕнле юсав ĕçĕсем мĕнле юсав ĕçĕсем туса ирттерме тивет-ха? _ Чи малтанах алăк-чỹречесене ăшă тытмалла тăвасси. кунсăр пуçне хăш-пĕр çĕрте çĕрĕшнĕ урайсене улăштарма, сырăшсене çĕнетме тивет. Электрооборудование тĕрĕслессине, кирлĕ пулсан юсассине манăçа хăварас марччĕ. Пĕр сăмахпа, килте те пăта çапмалли тупăнсах тăрать пулсан, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче _ пушшех те. Витесен çивиттийĕсене те тĕплĕн тĕрĕслетпĕр, шыв кайма пултаракан шăтăксене питĕретпĕр. _ Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Апат пулмасан, самăртма хупнă выльăхсем те кирлĕ пек ỹт хушаймĕç. _ Тĕрĕсех. Ку тĕлĕшпе те пăшăрханмалли çук. Паянхи куна илес пулсан, 3900 тонна сенаж хывса хăварнă. "Исток", "Карлинская", "Бездна", "Шанс" хуçалăхсенче çителĕклех вăл. Ытти хуçалăхсем вара кăçал çак апата темшĕн хатĕрлес темерĕç. Выльăхсен рационĕнче сенаж питех те кирлĕ. Типĕ утă пур çĕрте те хĕл каçма çитмелле, пахалăхĕ лайăх. _ Выльăхсене, сенаж-утăсăр пуçне, улăм та кирлĕ вĕт-ха, Николай Петрович? _ Улăм, хушма тĕп апатсăр пуçне, ай сарăм та шутланать. "Исток", "Восход", "Искра" хуçалăхсенче улăма пухса урасене хываççĕ. "Нива", "Мир" тата "Карлинская" хуçалăхсенче вара çак выльăх апатне рулонлă пресс-подборщикпа преслаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2008
00:00
Поделиться
;