Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

А.Николаев летчик-космонавта халалланă чупу

СОВЕТ СОЮЗĔН икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин хисеплĕ çыннине, летчик-космонавта А.Г.Николаева халалласа кăçал пиллĕкмĕш хут çăмăл атлетика чупăвĕ пирĕн районтан старт илчĕ. Эстафетăна пуçлаканĕсем Анат Чаткас шкулĕн вĕренекенĕсем пулчĕç. Хаваслă митинг шкул умĕнче райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чумуркина, çак пайăн специалисчĕ В.Антонов, Анат Чаткас ял поселени пуçлăхĕ Л.Петрова ăшă салам сăмахĕсем каланипе уçăлчĕ. Шкул ачисем пурте старта тухма хатĕр пулчĕç. Шел те, Патиреке кĕрекен çул патне çитме çывăх мар. Çакна шута илсе хăшĕ-пĕрин парта хушшине кĕрсе ларма тиврĕ. Асăнтăм ĕнтĕ, чупăвăн иккĕмĕш тапхăрне Патирек шкулĕн вĕренекенĕсем тăсрĕç. Вĕсем ялавсене Палтиел шкулĕн хĕрĕсемпе каччисем патне çитерчĕç. Çавăн пек ял хыççăн ял хыçа юлса пычĕ. Палтиелсем хыççăн Шăмăрша çити Васан шкулĕн вĕренекенĕсем чупрĕç. Кашни ачах пысăк хавхаланупа, савăк кăмăлпа вирхĕнчĕ. Шăмăршăсен Карапай Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕсене эстафета памаллаччĕ. Вĕсем вара вĕсемпе пĕрлех Патăрьелпе Шăмăршă чикĕленекен вырăна çитиех чупрĕç. Кунта хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, нумай ырă сăмах каланчĕ. Малалла эстафета Патăрьел районне куçрĕ. Вăл сентябрĕн 6-мĕшĕнче А.Николаев летчик-космонавт çуралнă Шуршăл ялĕнче вĕçленет. "Единая Россия" партин районти уйрăмĕ А.Николаев чупăвне хастар хутшăнакан вĕренекенсене Грамотăсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ. Юлашкинчен çакна палăртса хăвармалла. Çак чупăва йĕркелесе ирттерме пулăшнă ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, шкулсен директорĕсене, вĕрентекенĕсене, васкавлă пулăшупа милици ĕçченĕсене тав сăмахĕ каламалла. Малашне те çак чупу çỹллĕ шайра иртессе шанас килет. Çапла пĕтĕмлетрĕ пирĕн района Шупашкарти хăвăрт утас енĕпе ĕçлекен шкулăн ертỹçи О.Андреев.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 сентября 2008
00:00
Поделиться