Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем _ Санкт-Петербургра

 АВГУСТĂН 22-25-мĕшĕсенче Анат Чаткас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Н.Петрова, çак поселени специалисчĕ С.П.Туктарова тата Кивĕ Чукал ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н.Чурбанова республикăри ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен йышĕнче Санкт-Петербург хулинче экскурсире пулнă. Вĕсем хулари паллă вырăнсемпе _ "Аврора" крейсерпа, Николай Чудотворец храмĕпе, Эрмитажпа тата Петергофпа паллашнă. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем çавăн пекех Великий Новгород хулине те çитсе курнă. Чăваш Ен делегацине кунта Новгород облаçĕн ертỹçисем ăшшăн йышăннă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 сентября 2008
00:00
Поделиться