Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĔР АКИ пырать

 "ВОСХОД" СХПКра кĕр аки кал-кал пырать. В.Васильев виçĕ сеялкăллă агрегатпа ыраш, В.Буранов комбинированнăй агрегатпа кĕрхи тулă акаççĕ. Кĕр тыррисене 200 гектар ытла акнă ĕнтĕ, çак ĕç малалла пырать. В.Лебедев, Н.Урдюков, В.Матвеев, Г.Ухтияров сеяльщиксен тăрăшулăхĕ пысăккине те палăртмалла. Хуçалăхра вырма ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Комбайнерсен ăмăртăвĕнче А.Юнкеровпа Н.Краснов экипажĕсем ырă тĕслĕх кăтартнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 сентября 2008
00:00
Поделиться