Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТĔЛ ПУЛУ ХАВАСЛĂ ИРТРĔ

ЮЛАШКИ çулсенче тĕрлĕ çулсенче шкултан вĕренсе тухнă çынсем пĕрле пухăнса тĕл пулу йĕркелеççĕ. Çакна ырă пулăм тесе хакламалла. Пĕрле пухăнсан ачалăхри, шкул вăхăтĕнчи самантсем аса килеççĕ-çке. Чукалти Культура çуртĕнче 1960-61 çулсенче çуралнă, шкулта пĕрле вĕреннĕ çынсем хăйсен черетлĕ тĕл пулăвне ирттерчĕç. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 23 выпускник пухăнчĕ. 30 çултан тĕл пулнăскерсем тем çинчен те аса илмелли, калаçмалли пайтах пулчĕ. Вĕсемпе пĕрле Сарра Петровна Уресметова вĕрентекен те аса илỹсен çăмхине сỹтрĕ. Уяв каçне илем сĕмĕ кĕртсе юрăсем шăранчĕç. Настьăпа Анна Заказовасем пухăннисене иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчи юрăсемпе савăнтарчĕç. Тĕл пулу питĕ чаплă та интереслĕ иртрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2008
00:00
Поделиться