Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Стипенди ỹсет

ÇАМРĂКСЕМПЕ студентсене пултарулăхри ăнтăлусемшĕн паракан Президент стипендийĕсем 2008 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 1830 тенкĕпе танлашĕç. Тивĕçлĕ указа Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров алă пуснă. Аса илтеретпĕр: Президент стипендине кăçал пирĕн районтан Шăмăршăри тĕп больницăри медсестра Елена Емельянова, Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн артисчĕ Александр Жолобов, "Шанс" ООО тракторисчĕ Юрий Кузьмин, "Восход" СХПК бухгалтерĕ Марина Мартынова, çак хуçалăхри ĕне сăвакан оператор Мальвина Матвеева, Шăмăршăри вăтам шкулти çамрăк специалистсен Канашĕн председателĕ Надежда Милюшкина, Шăмăршăри Культура керменĕн методисчĕ Алина Петрова, "Восход" СХПК бригадирĕ Александр Самсонов, "Мир" ЗАО тракторисчĕ Мансур Тизяков, Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Анатолий Хафизов, "Агросервис" ООО арманçи Андрей Ямщиков тата "Карлинская" Агрофирма" ЗАО механизаторĕ Вячеслав Ястребов илсе тăраççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2008
00:00
Поделиться