Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ман юррăмсем хамран ытларах пурăнасса шанатăп..."

 ÇАК кунсенче Кивĕ Чукалти Культура çуртĕнче ку ялта çуралса ỹснĕ, ăс-хакăлĕпе пултарулăхне кивчукалсемшĕн панă учитель тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Максим Тимофеевич Бельцов композитор 85 çул тултарнине чаплăн паллă турăмăр. Асăну каçне ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н.Чурбанова уçрĕ, Максим Тимофеевича аса илсе А.П.Малеев тата А.В.Чурбанов ĕç ветеранĕсем тухса калаçрĕç. Шупашкартан М.Т.Бельцовăн ывăлĕ Анатолий Максимович та хăйĕн мăшăрĕпе килсе çитнĕ. Вăл хăйĕн ашшĕне аса илсе ăшă сăмахсем каларĕ. Залра М.Т.Бельцовăн магнитофон пленки çине çыртарса илнĕ юррисем янăрарĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи "Пилеш" ансамбль те Максим Тимофеевич çырнă юрăсене шăрантарчĕ. "Чукал хĕрĕсем", "Ĕнтĕ эп те кĕтеп", "Пирĕн яла пырса кĕрсен" юрăсем пурне те килĕшрĕç пулĕ. Иринăпа Татьяна Малеевасем "Мĕншĕн-ши?", "Чĕлтĕм куç хупмасăр", Раиса Ларионова "Анне" юрăсене чăн-чăн артистсем пек ăста шăрантарчĕç. Кивчукалсем ĕлĕк те юрра-ташша ăста пулнă, халĕ те маттур. Çамрăк юрăçсем Павел Терентьевпа Оля Карзанова юрланă юрăсене залра ларакансем хапăл тусах йышăнчĕç. М.Т.Бельцов йĕркеленĕ хора çỹренĕ 72 çулхи Татьяна Заказова паян кун та сцена çинче юрлать. Асăну каçĕнче вăл "Çуркуннехи кунĕ" юрра илемлĕн шăрантарчĕ. Библиотека ĕçченĕсем тулли содержаниллĕ, пуян выставка йĕркеленĕ. Татьяна Чамеева библиотекарь М.Т.Бельцов çинчен калакан материалсемпе паллаштарчĕ. А.И.Малеева таврапĕлỹçĕ шкул музейĕнче Максим Тимофеевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле сăн ỹкерĕнтĕмĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2008
00:00
Поделиться