Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Майкăллă сутăç тата ирĕкри качака..

ÇИРĔМ пĕрремĕш ĕмĕрте пурăнатпăр. Демократи саманинче мĕн тăвас тесен те тума юрать, тетпĕр. Анчах та çак ирĕк пурнăçăн та тỹнтер енĕсем пур иккен. Саккунсемпе çирĕплетнĕ йĕркесене манатпăр, влаçсем хушнине итлесех каймастпăр тата ытти те. Пĕр уйăх каялла эпĕ район хаçатĕнче "Ятсăр çăкăр" ятлă статья пичетлесе кăларнăччĕ. Ун хыççăн Шăмăршăри лавкка хуçисем çăкăра документпа йышăнма пуçларĕç, виçе йывăрăшне те тĕрĕслеççĕ. Анчах çăкăр пахалăхĕ çаплах начар. Унчченхи райпо пекарнинче пĕçернĕ тутлă çăкăра паян тунсăхпа аса илетпĕр. Сутăçсем пирки тепĕр ỹпкев сăмахĕ те пур. Санитарипе гигиена правилисем тăрăх, вĕсен халатпа е ятарлă формăпа ĕçлемелле. Шăмăршăри "Магнит" тата "Кооператив" магазинсемсĕр пуçне, ытти çĕрте çак правилăсене ниçта та пăхăнмаççĕ. Кĕрсе пăхăр-ха пĕр-пĕр лавккана: пĕр сутăç _ майкăпа, тепри _ кофтăпа, виççĕмĕшĕ _ курткăпа ĕçлет. Арăмĕсем ăçта та пулин тухса кайсассăн, прилавок умне унччен машина юсаса мазутпа вараланса пĕтнĕ упăшкисем тăраççĕ. Кинĕсем, ывăлĕсем те вĕсене улăштараççĕ. Килтен мĕнле килнĕ _ çав тумпах ĕçлеççĕ. Аллисене çăваççĕ-ши хуть? Эпĕ хам та предприниматель, анчах сахăр мамăкĕ сутнă чух нихăçан та шап-шурă халатсăр ĕçлеместĕп. Хамăра çеç мар, çынсене те хисеплес пулать. Юлашки çулсенче Шăмăршă ялĕ илемленсех пыни çинчен нумай калаçаççĕ, çыраççĕ. Лайăххине лайăх темелле, анчах кунта та куçа тăрăнакан çитменлĕхсем курăнаççĕ. Газонсем çинче ĕнесем çỹреме тытăнчĕç. Хуçисем ĕнисене кĕтĕве ярасшăн мар, унта черетпе пăхмалла вĕт-ха. Курăкĕ вара _ ял урамĕнчех... Качака кĕтĕвĕсем Шăмăршăра çарти десантниксем пек унтан та кунтан сике-сике тухаççĕ. Ял варрипе пĕр харăс 32 качака утнине куртăм иртнинче. 3-4 качака çỹрени _ речĕпех. Çак мăйракаллă, шĕвĕр сухаллă выльăхсем мĕн кураççĕ _ пурне те çиеççĕ, чăмлаççĕ, варалаççĕ... К.Маркс урамĕнче субботник йĕркелесе хитре пилешсем лартнăччĕ. Выльăх ан сиенлетĕр тесе, решетке тытса çирĕплетрĕмĕр. Халĕ çак йывăçсене качакасем канлĕ ỹсме памаççĕ, хăпарса кайса турачĕсене хуçаççĕ. Çак урамра пурăнакан 80 çул урлă каçнă Матрена Старшова каланă тăрăх, пилешсене кашни кунах качакасем тапăнаççĕ иккен. "Вĕсене хăваласа яратăп-ха, йывăç турачĕсене çỹлелле туртса çыхатăп, анчах мур илесшĕсем хуппине кăшлама май тупаççех", - тет чунтан тарăхнă кинемей. Ачасене шкула кайма та вăхăт çитрĕ. Анчах вĕсене çул çинче хăрушлăх кĕтет: унта та кунта ирĕкри йытăсем çỹреççĕ. Йытă кĕтĕвĕ ачасене тапăннă тĕслĕх пĕрре кăна пулман. Малашне инкек ан пултăр тесен, Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕн ирĕкри йытăсене пăшалпа перессине йĕркелемелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2008
00:00
Поделиться