Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кăнтăр Осетири туссене пулăшаççĕ

 ШĂМĂРШĂ районĕнче "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ пуçарнипе Кăнтăр Осети халăхне гуманитарлă пулăшу парасси малалла пырать. Çак акцие чăн малтан Шăмăршă район администрацийĕн, Перекет банкĕн, Казначействăн, районти тĕп больницăн коллективĕсем хутшăннă. Кĕске вăхăтрах район çыннисем Кăнтăр Осети халăхĕ валли 84 пин тенке яхăн укçа пухса куçарнă. Кунсăр пуçне район гражданĕсем, пенсионерсем кашни кунах япаласем илсе килеççĕ, донор пулас кăмăллисем те пур. Акци пуçланнăранпа 45 килограмм ытла ăшă тумтир пухса панă. Шăмăршăра пурăнакан Антонина Дмитриевнапа Леонид Васильевич Еливановсем, Геннадий Кириллович Андронов пурне те ырă тĕслĕх кăтартнă. Районта гуманитари пулăшу акцийĕ малалла пырать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 августа 2008
00:00
Поделиться