Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЮХАТЬ САР ТУЛĂ БУНКЕРА...

"БЕЗДНА" фермер хуçалăхĕн хирĕсем тыр-пултан пушансах пыраççĕ. 900 гектар çинче çитĕнтернĕ тырă, кашни гектартан вăтамран 29-шер центнер тухăç пуçтарăнать. Канашри элеватора 100 тонна ытла леçнĕ ĕнтĕ, тырă сутасси малалла пырать. А.Сатеев фермер малта пыракан комбайнерсене _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторне Н.Анисимова тата унпа пĕрле ĕçлекен Ю.Фадеева уйрăмах ырларĕ. Тулли бункертан автомашина кузовĕ çине ылтăн тĕслĕ пĕрчĕсем юхнă чух çĕр ĕçченĕсем йăл! кулса илчĕç. Тырă вăйлă пулсан, мĕншĕн савăнмалла мар-ха?



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 августа 2008
00:00
Поделиться