Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Учительсем канашларĕç, çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

 КĔÇНЕРНИ КУН, августăн 21-мĕшĕнче, Шăмăршăри Культура керменĕнче районти педагогсен çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕнхи конференцийĕ пулса иртрĕ. Унта хутшăннисем "Инноваци вĕрентĕвĕ урлă _ тарăн пĕлỹ патне" ыйтупа район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева туса панă доклада итлесе сỹтсе яврĕç. Конференцире Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ О.М.Еремеева, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти биологи учителĕ Г.Н.Тимофеева, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул директорĕн çумĕ Д.К.Камалтдинова, Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул директорĕн çумĕ О.В.Антонова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Н.Г.Павлов, "Василек" ача сачĕн заведующийĕ Н.Н.Петрова сăмах илчĕç, "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăç тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе тата ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Конференци ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата чăваш Республикинчи вĕрентỹ, çамрăксен политики министерствин пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан пайĕн начальникĕ М.Н.Федотов хутшăнчĕç, педагогсен ĕçне хакласа тата умра тăракан задачăсене палăртса сăмах каларĕç. (Н.Г.Игнатьеван докладне кĕскетсе хаçатăн паянхи номерĕн 2-мĕш страницинче пичетлетпĕр). Вĕсем _ чи лайăххисем "2008 ÇУЛХИ чи лайăх шкул" конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе, районти комисси Чукалти тĕп шкула, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкула тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкула чи лайăххисем тесе палăртнă. "Çĕнĕ вĕренỹ çулне чи лайăх хатĕрленнĕ тата шкул территорине тирпей-илем кĕртнĕ" конкурсра Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул, Чукалти тĕп шкул тата Виçпỹрт Шăмăршăри тĕп шкул çĕнтернĕ. "Районти шкулсенчи чи лайăх сайт" конкурсра Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул тата Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул çĕнтернĕ тесе йышăннă. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 августа 2008
00:00
Поделиться