Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĔР АКИ ПУÇЛАНЧĔ

"АГРОСЕРВИС" хуçалăхăн Чукал уйрăмĕнче 70 гектар тулă, 85 гектар урпа çитĕнтернĕ. Халĕ хирте хĕрỹ ĕç пырать. Валентин Симурзинпа Василий Бибуков комбайнерсем иртен пуçласа каçчен хирте. Техника çĕнĕ мар _ çĕмĕрĕлмесĕр пулмасть. Апла пулсан та тулла вырса пĕтернĕ, урпа выраççĕ. Тулă вăтамран гектартан 20-шер центнер ытла тухать. Хуçалăхра кĕр аки те пуçланчĕ. Дмитрий Малеев агрегачĕ кĕрхи тулă акать. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Александр Малеев тăрăшуллă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 августа 2008
00:00
Поделиться