Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИННОВАЦИ ВĔРЕНТĔВĔ УРЛĂ _ ТАРĂН ПĔЛỸ ПАТНЕ

 2007-2008 çулсенчи вĕренỹ çулĕн тăршшĕпех районти шкулсем Раççей Федерацийĕн Правительствин вĕрентỹ çинчен калакан докуменчĕсемпе, право акчĕсемпе никĕсленсе ĕçленĕ. Вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшли _ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2008 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче йышăннă, 2040 çулчченхи тапхăр валли туса хатĕрленĕ вĕрентỹ аталанăвĕн Стратегийĕ. Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова çак Стратегие "Çĕнĕ шкул" программăн тăсăмĕ тесе палăртрĕ. Стратегире çын потенциалĕн индексне аталантарасси, пĕр вĕçĕмсĕр тата тарăннăн вĕрентесси çине тĕп пусăм тунă. Юлашки икĕ çул хушшинче районта вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă: мониторингпа вĕрентỹ аталанăвĕн центрне туса хунă, çавăн пекех диагностикăпа консультировани центрĕ те ĕçлет. Вĕрентỹ пахалăхне хак парас тĕллевпех педагогсемпе шкулсен ертỹçисене аттестацилетпĕр, мониторинг тĕпчевĕсем ирттеретпĕр тата ытти те. Кăçал Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта ирттернĕ патшалăх аттестацийĕ çакна кăтартса пачĕ: районти шкулсенчи 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакан 169 выпускникран математикăпа 73 проценчĕ, 168 выпускникран вырăс чĕлхипе 70 проценчĕ экзаменсене "4" тата "5" паллăсемпе тытнă. Чăваш чĕлхипе 72 вĕренекенрен 67 проценчĕ лайăх паллăсем илнĕ. Вĕренекенсем физика тата биологи предмечĕсене те лайăх пĕлнине кăтартса панă. 11-мĕш классен пĕтĕмлетỹ аттестацине йăлана кĕнĕ формăпа та, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне (ЕГЭ) парса та ирттернĕ. ЕГЭ математикăпа тата вырăс чĕлхипе (обязательно), суйласа илмелли йĕркепе обществознанипе, историпе, биологипе, химипе, географипе, акăлчан тата нимĕç чĕлхисемпе тата кăçал пĕрремĕш хут информатикăпа тытнă. ЕГЭ урлă районти 233 выпускник хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 53,64 проценчĕ 3 е ытларах предметпа экзамен тытнă. Выпускниксен 98,44 проценчĕ экзаменсене ăнăçлă панă, 46,69 проценчĕ вара "4" тата "5" паллăсене тивĕçнĕ. ЕГЭ кăтартăвĕсем тăрăх Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам шкулта вĕренекенсем чи çирĕп пĕлỹ илни курăнать. Районти 12 выпускник медале (çав шутра пĕри ылтăн медале) тивĕçнĕ, пурте аслă шкулсене ăнăçлă вĕренме кĕнĕ. Медалистсенчен ытларахăшĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици тата экономика факультечĕсене суйласа илнĕ. Никама пăхăнман хаклав шкулсемпе кашни учитель ĕçĕнчи проблемăсене те палăртма май пачĕ. Вырăс чĕлхипе ирттернĕ ЕГЭре Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулсенчи выпускниксем лайăх кăтартусемпе савăнтарайман. Шкулсен администрацийĕсен пĕлỹ парас ĕçри инноваци формисене (экстернат, çемьери вĕрентỹ, хăй тĕллĕн вĕренесси, дистанционнăй вĕрентỹ тата ытти те) анлă çул памалла. Вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатса пынă çĕрте учительсене ĕç результачĕсене кура тỹлени паллă вырăн йышăнмалла. Паян шкулта тата шкул тулашĕнче пĕлỹ панă çĕрте 360 ытла педагог ĕçлет, вĕсенчен 90 проценчĕ аслă, ыттисен тулли мар аслă тата ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ. Кашни учителе вăтамран 7,7вĕренекен (Раççейре _ 13,5, республикăра _ 9) тивет. Юлашки çулсенче районта вĕрентỹ процесне вĕрентĕвĕн инновацилле технологийĕсене хăюллăн кĕртекенсем йышлансах пыни савăнтарать. Çакна педагогсем приоритетлă "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртме хастар хутшăнни те аван çирĕплетет. 2007-2008 вĕренỹ çулĕнче конкурс процедурисене районти 4 шкул хутшăннă. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул федераллă бюджетран 1 миллион тенкĕ пулăшу илме, Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паркан шкул учителĕ И.И.Ендиерова Раççей Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ. Чукалти тĕп шкулти В.Н.Сарандаева тата Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти Ш.Ш.Исмагилов учительсем физика урокĕсен республикăри 19-мĕш методика фестивалĕн дипломанчĕсем пулса тăнă. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти кружок ертỹçи М.А.Шамеева автор программисен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă. Çак шкулти математика учителĕ Н.Г.Иванова "Интел" программăпа чи лайăх вĕрентỹ проекчĕ хатĕрленĕшĕн республика конкурсĕн лауреачĕ пулса тăнă. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче, республика конкурсĕсен гранчĕсене хутшăнса, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулпа Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул 25-шер пин, Чукалти тĕп шкул 30 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ. Шел пулин те, районти шкулсенчи педагогсен коллективĕсем ватăлса пыни сисĕнет, пенси çулне çитнĕ учительсен хисепĕ 3,7 процент шутланать. Çамрăк учительсен йышĕ ерипен ỹсни шкул директорĕсене шухăшлаттармаллах. 2006 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенчи 10-мĕш классенче профиллĕ вĕрентỹ çул илчĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 10 тата 11 классенче вĕренекенсем профилĕн 9 енĕпе вĕреннĕ. Вĕсем ĕç рынокĕпе паллашнă, професси интересĕсемпе пултарулăха палăртма тестировани ирттернĕ, пулас профессие суйласа илнĕ чух кирлĕ пулакан предметсене тарăннăн вĕреннĕ. Анат Чаткасри, Карапай Шăмăршăри, Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паркан шкулсенчи вĕренекенсем повар, ПЭВМ операторĕн, тракторист профессийĕсене илнĕ. Паян шкулсенче классене тултарас ыйту çивĕч тăрать. Енчен те класра 19 вĕренекенрен кая мар пулмалла пулсан, пирĕн 16,9 ача çеç тивет. Районти олимпиадăсен рейтинг таблицинче Пуянкассинчи, Васанти, Шăмăршăри тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи шкулсенче вĕренекенсем лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Çав вăхăтрах, Кивĕ Чукалти тата Анат Чаткасри вăтам шкулсенче вĕренекенсем олимпиадăсенче тарăн пĕлỹ илнине кăтартаймаççĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, районти кашни шкулах Интернетпа çыхăнтарнă, хальхи вăхăтри интерактивлă тата мультимедильнăй оборудованипе тивĕçтернĕ. Районти 11 вĕренекене 1 компьютер (республикăра _ 19 вĕренекене) тивет. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул çумĕнче методика центрĕ йĕркеленĕ, унта 103 педагог пĕлỹ илнĕ. Вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатса пынă çĕрте класс руководителĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем районта пурĕ 121-ĕн. Класс руководителĕсене кашни уйăхрах 108536 тенкĕ тỹленĕ. Кунсăр пуçне, вĕсене муниципаллă бюджетран тỹлесси те сыхланса юлнă. Çак тĕллевпе вырăнти бюджетран 88,2 пин тенкĕ уйăрнă. Шкул администрацийĕсен класс руководителĕсенчен ĕç пахалăхĕшĕн çирĕпрех ыйтмалла, вĕсем воспитани ĕçне активлăрах хутшăнччĕр тесе тăрăшмалла. Шкул ачисене физкультурăпа спорта юратма вĕрентесси, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшасси те _ кулленхи ĕç. Спорт залĕсемпе площадкăсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсех пымалла, спорт сооруженийĕсемпе туллин усă курмалла. Ку тĕлĕшпе Шăмăршăра çĕкленекен физкультурăпа спорт комплексĕ çине шанăç пысăк. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче татса памалли ыйтусем нумай, тĕллевсем те паллă. Вĕсене пурнăçа кĕртесси кашни кун чунтан тăрăшса, пысăк вăй хурса ĕçленипе уйрăлми çыхăннă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 августа 2008
00:00
Поделиться