Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХИРТЕН _ ЙĔТЕМЕ, ЙĔТЕМРЕН _ КĔЛЕТЕ

ХУÇАЛĂХРА вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе интереслен, "Шанс" ООО ертỹçи В.Еремеев çапла хуравларĕ: _ Ыттисенчен юлас килмест. Уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр. Пĕр сăмахпа, ылтăн тырă йĕтеме, йĕтемрен кĕлете куçать. Паянхи куна "Шансра" урпана 100 гектар çинчен вырса-пухса çапнă. Ку ĕçре В.Кудряшов комбайнер уйрăмах тăрăшуллă пулнă. Çавăн пекех хуçалăх "Кейс" комбайн арендăна илнĕ. Вăл, сменăра 100 тонна ытла тырă çапса тĕшĕлеме пултараканскер, 80 гектар кĕрхи тулă, 50-шар гектар ырашпа тритикали уйĕсене пушатма ĕлкĕрнĕ. Пухса кĕртмелли лаптăк ытла нумаях юлман. _ Улăма та çийĕнчех пуçтаратпăр, - терĕ Валерий Петрович. _ А.Пашкинпа В.Вашуркин механизаторсем волокушăпа копнительсене пĕр çĕре сĕтĕрсе пухаççĕ. Пушаннă лаптăксене те хуçалăхра вăрах вырттарасшăн мар _ кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе ку ĕçе 60 гектара яхăн пурнăçланă. Малтан палăртнă тăрăх, кĕр тыррисене 250 гектартан кая мар акса хăварма палăртнă. Йĕтем çинче те хĕрỹ ĕç вĕрет. Кунта В.Антонова ертсе пыракан звено вăй хурать, тыр-пула тасатса сортлать. Хальлĕхе 30 тонна урпа тата 15 тонна ыраш вăрлăхĕсене хатĕрлесе кĕлете кĕртнĕ. Н.Пашкинпа Ю.Горбунов машинистсен ĕçĕсемпе йĕтем заведующийĕ М.Трофимов ĕç ветеранĕ те кăмăллă. "Шансра" çавăн пекех нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулаççĕ. Ку ĕçе Ю.Кузьмин пурнăçлать, хăйех типĕ утта пухса преслать. Хальлĕхе кунта 600 тонна сенаж хывма, 110 тонна утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. _ Ĕçлекенсене тивĕçлипе хавхалантарма тăрăшатпăр, - терĕ юлашкинчен В.Еремеев. _ Çынсене 80 тонна утă уйăрса патăмăр, ĕç укçи шучĕпе урпапа тивĕçтертĕмĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 августа 2008
00:00
Поделиться