Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĂНТĂР ОСЕТИ ÇЫННИСЕНЕ _ ШĂМĂРШĂСЕН ПУЛĂШĂВĔ

 РАÇÇЕЙРИ мĕн пур халăх пекех пирĕн район çыннисем те Грузи Президенчĕ М.Саакашвили пуçарнипе Кăнтăр Осетире пулса иртнĕ вăрçăпа хирĕçтăрăва чун-чĕререн сивлеççĕ. Халĕ пур çĕрте те вăрçа пула инкеке лекнĕ Кăнтăр Осети çыннисем валли гуманитарлă пулăшу памалли акцисем ирттереççĕ. Çакăн пек акцирен Шăмăршăсем те юласшăн мар. Ку тĕлĕшпе "Единая Россия" партин районти уйрăмĕ Кăнтăр Осетири вăрçăра шар курнисене пулăшас тĕллевпе халăхран япаласем пухса пама чĕнсе каларĕ. Районти депутатсен Пухăвĕ çумĕнчи "Единая Россия" фракци депутачĕсем çак чĕнĕве ырласа йышăнчĕç. Çак пухурах район пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ В.П.Фадеев райадминистрацире ĕçлекенсем хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине Кăнтăр Осетири вăрçăра инкеке лекнисем валли ятарласа уçнă счет çине куçарса пама пулни çинчен пĕлтерчĕ. Çак пуçаруран ытти организацисемпе предпринимательсем тата ахаль çынсем айккинче юлмасса çирĕп шанса тăнине палăртрĕ. Юлашкинчен районти депутатсен Пухăвне хутшăннă депутатсемпе йыхравланисем "Единая Россия" парти членĕсем Кăнтăр Осети халăхне пулăшма чĕнсе каланине ырларĕç, пурне те май килнĕ таран япаласем пухмалли, укçа-тенкĕпе пулăшмалли акцие хутшăнма чĕнчĕç. Халĕ Кăнтăр Осетири инкек тỹснисем валли япаласем кỹрсе парасси районта сарăлсах пырать. Аса илтеретпĕр, пулăшас текенсен япалисене "Единая Россия" партин районти уйрăмĕнче йышăнаççĕ. Вăл Шăмăршă ял поселенийĕн (унченхи военкомат) çуртĕнче вырнаçнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2008
00:00
Поделиться