Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕркене ан пăс, техника хуçи

РАЙОНТА "Трактор" операци пыни пирки район хаçатĕнче маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл пуçланнăранпа вырăна тухса темиçе рейд ирттернĕ. Çак хушăра çитменлĕхсемпе йĕркене пăсакансене те тупса палăртма май килнĕ. "Трактор" операцин тĕп тĕллевĕ _ хăй тĕллĕн çỹрекен транспорт хатĕрĕсене, прицепсене техника требованийĕсене тивĕçтерессине тĕрĕслесси. Халлĕхе 57 тракторпа прицепа, çул-йĕр техникине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслỹ мĕн кăтартать-ха? Рейдсем вăхăтĕнче хăй тĕллĕн çỹрекен транспорта тытса пыракансем çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсене 4 палăртрăмăр. Виçĕ водитель хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнманни курăнчĕ. Транспорт хатĕрĕсем çут çанталăка вараланă тĕслĕх _ 1. Транспорт хатĕрĕпе _ вăл мĕнле техника пулсан та _ ятарлă удостоверени пулсан çеç усă курмалла. Операци вăхăтĕнче çак йĕркене пăснă пĕр çынна тытса чарнă. Хăш-пĕр механизаторсем рейса путевкăсăрах тухаççĕ. Кун пек тĕслĕхсем халлĕхе 4 пулчĕç. Техникăпа усă курма паракан талонсăр тата патшалăх техосмотрĕ витĕр тухман транспорт хатĕрĕсемпе усă куракансене 3 çынна палăртнă. Операци вăхăтĕнче йĕркене пăснăшăн транспорт хатĕрĕсемпе усă куракан 9 çынна административлă майпа явап тыттарнă, вĕсенчен пурĕ 900 тенкĕ штраф шыраса илнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2008
00:00
Поделиться