Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХИРТЕ КĔРЛЕТ МОТОР САССИ _ ТЫР-ПУЛ ПУХАТЬ АСАНКАССИ

 АСАНКАССИНЧЕ паян ĕçсĕр сулланса çỹрекен пĕр çынна та кураймăн. Ватти-вĕтти выльăх апачĕ хатĕрлет, çывăхри вăрманта хурăн милĕкĕ хуçать, кăмпа татать, мăк кăларать, вутă-шанкă янтăлать... Сахал-им ялта ĕç? "Нива" акционерсен обществинче, акă, вырма ĕçĕсем анлă сарăлнă. Кĕр тыррисем хыççăн çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртме тытăннă. "Семен" хресчен (фермер) хуçалăхĕ вара 150 гектар çинчи тыр-пула (тырри мĕнешкел чаплă çитĕннĕ!) районта пуринчен та маларах пуçтарса кĕртрĕ. Халĕ кунти комбайнерсем Пăчăрлă Пашьелĕнчи "Бездна" фермер хуçалăхне пулăшма пынă. "Кỹршĕ хирĕ _ ют хир мар" - теççĕ асанкассисем. Пушаннă лаптăксем çинче кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ, çĕртме сухи тăваççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2008
00:00
Поделиться