Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХАЛĂХ ÇЫРАВНЕ ХАТĔРЛЕНСЕ

2010 çулхи кĕркунне çĕршывра халăх çыравĕ иртет. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç ку. "Вăхăт пур-ха. Ĕлкĕрĕпĕр", - тесе лăпланса лармалла мар. Шăпах çакна тĕпе хураççĕ те хăйсен кулленхи ĕçĕнче Чăвашстатăн Шăмăршăри уйрăмĕнче ĕçлекенсем. Вĕсем халех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ. Чи малтанах адрес хуçалăхĕнче тивĕçлĕ йĕрке тума тĕллев лартнă. Район центрĕнче те, ытти ял-поселокра та хăш-пĕр урам ячĕ, çуртсемпе хваттерсен номерĕсем палăрмаççĕ, кивелнĕ табличкăсене çĕнетмелле. Паянхи куна районти мĕн пур çурт-йĕрĕн 80 процентне тĕрĕсленĕ. Комисси çак уйăх вĕçленнĕ тĕле ку ĕçе пĕтĕмлетет. Çывăх вăхăтрах халăх çыравĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явма яваплă çынсене явăçтарса районта канашлу ирттереççĕ. Шăмăршăри тата ял поселенийĕсен администрацийĕсен çумĕнче общество канашĕсене йĕркеленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2008
00:00
Поделиться