Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ФЕРМЕР ÇĂКĂРĔ ТАРПА ТĂВАРЛАНАТЬ

 АТАЛАНСАХ, вăй илсех пырать Карапай Шăмăршăри "Малалла" фермер (хресчен) хуçалăхĕ. Ку ỹсĕмре В.Елисеевăн тỹпи уйрăмах пысăк. Маларах вăл Киров ячĕпе хисепленекен колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынăччĕ, хуçалăх районта чи лайăххисенчен пĕриччĕ. Елисеевсем 80 гектара яхăн çĕрпе усă кураççĕ. Палăртма кăмăллă: çак лаптăкран пĕр пусăмĕ те усăсăр выртмасть. Кăçал кăна, сăмахран, фермер хуçалăхĕ пĕрер гектар севок-сухан, çĕр улми, 60 гектара яхăн тĕш тырăсем çитĕнтернĕ. Нумай çул ỹсекен курăксем те пур. Вĕсене кунта икĕ хутчен çулса илме ĕлкĕрнĕ, тухăçĕ _ кашни гектартан 45 центнер типĕ те паха утă. Выльăх апачĕпе хуçалăхра ĕçлекенсене туллин тивĕçтернĕ. Ир вăраннă çерçи тутă пулнă теççĕ. Елисеевсем те вырма ĕçĕсене районта чи малтан вĕçленĕ. Çанталăкне кура, тухăçне те хурламалла мар. Кĕрхи тулă, акă, кашни гектартан 27 центнер тухнă, урпа тухăçĕ те çакăнтан кăштах çеç каярах. Йĕтем çинче хĕрỹ ĕç вĕрет: ĕçченсем тырра тасатса сортлаççĕ, вăрлăх хатĕрлеççĕ. Елисеевсем юлашки çулсенче севок-сухан ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал та ăна вăхăтра кăларса тирпейленĕ, гектар пуçне 120 центнер тухăç илнĕ. Халĕ хуçалăхра ăна тирпейлес ĕç те ăнăçлă пырать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2008
00:00
Поделиться