Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЭЙ, ЮРЛАР-И ПĔР ÇАВРА, САВĂНАР-И УЯВРА...

 Паян Канаш поселокĕн уявĕ, Чĕнсессĕн, пырăп купăс калама та, Янраттарса хаваслăн юрлама та, Ура хуçса вут-хĕмлĕн ташлама та... _ Аван-и! тетĕп ял çыннисене, Алă парса эп хыттăн чăмăртатăп. Кунти тусăмсене, тăвансене Чун-чĕререн савса эп ыталатăп. Нумай-нумай çул пурăнтăр çак ял, Халь газ та пур, асфальтлă çул çап-çутă... Сире сунатăп ырлăх та вăй-хал, Пĕрле ларса юрлар-ха савăк юрă! ( Илемлĕ пултарулăх коллективĕн саламлă сăввинчен) Çапла, виççĕмĕш çул паллă турĕ хăйĕн уявне район центрĕнчен чăн аякра вырнаçнă ял _ Канаш поселокĕ. Пан улми сăпасĕн кунĕнче унчченхи шкул çурчĕ умне çирĕм пĕр килĕллĕ ялта пурăнакан ватти-вĕтти йăлтах пуçтарăннă. Чун-чĕрене çĕклентерсе илемлĕ кĕвĕ янăрать. Канашсене уяв ячĕпе Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.А.Телегина ăшшăн саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Галина Александровна август уявĕнче çуралнă çынсене те салам сăмахĕсемпе чысларĕ. Вĕсенчен чи телейли _ Сăпас кунĕ шăпах 80 çул тултарнă Виргиния Александровна Григорьева _ Ача амăшĕ-героиня _ хаклă парнене тивĕçрĕ. Пĕчĕк ял çыннисене чыслама Çĕнĕ Шăмăршăри илемлĕ пултарулăх коллективĕ килнĕ. Эх, Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая мар вĕт-ха пирĕн маттур юрăçсем! Епле илемлĕ шăрантарчĕç вĕсем чăваш тата вырăс юррисене, çепĕç сассисемпе чун-чĕрене тыткăнларĕç. Канаш поселокĕ çулсерен çĕнелсе, илемленсе пырать. Иртнĕ çул кунта асфальт çул уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров килсе кайнине канашсем ăшшăн аса илеççĕ. Николай Васильевичăн сĕнĕвне пурнăçласа, асфальт çул хĕррипе çамрăк хунавсем лартнă, вĕсене пăхса-сăнасах тăраççĕ. Чуна савăнтаракан тепĕр çĕнĕлĕх _ ялта лавка уçăлни. Л.Максимова предприниматель ял çыннисене апат-çимĕç продукчĕсемпе туллин тивçĕтерет. Ял пухăвĕнче пĕр саслă пулса лавккара эрех сутмалла мар тесе йышăнни те çирĕп пурнăçланать. Уявра кăштах хĕрĕнкĕ çын та çукчĕ, пурте тирпейлĕ те сăпайлă. _ Эрех ĕçме вăхăт та çук, - терĕç хĕрарăмсем. _ Килĕренех ĕне выльăхсем, сыснасем, сурăхсем йышлă. Хамăртан ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене сутса укçа тăватпăр. Пĕрер гектар уйăрса панă çĕр çинче çĕр улми, чĕкĕнтĕр, пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. Пырса курăр-ха пирĕн пахчасене _ çум курăк курайăр-и? Уява спорт ăмăртăвĕсем те илем кỹчĕç. 24 килограмлă кире пуканне пуринчен нумайрах çĕклесе Александр Чербунов, алă вăйĕ виçсе Иван Викторовпа Зинаида Рахманова, кĕвентепе шыв йăтса Светлана Григорьева, хăма çине пăта çапса Владимир Викторов, вĕрен туртса хĕрсен команди çĕнтерчĕç. Вĕсене пурне те парнесем парса хавхалантарчĕç. Çавăн пекех тутлă апат-çимĕç пĕçерекене те, чи илемлĕ чечек çыххи хатĕрлекене те парне тивĕçрĕ. Тепĕр çулччен, Канаш поселокĕн ырă çыннисем! Çитес çулхи пан улми сăпасĕнче çапла пурте пĕрле пухăнса, юрă юрласа савăнар, пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх сунар.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 августа 2008
00:00
Поделиться