Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Раççей Кубокĕнчен _ çĕнтерỹпе

ЭРНЕ КУН Мускав çывăхĕнчи Раменское ипподромĕнче лаша спорчĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Шăмăршă лесничествин директорĕн В.А.Петьковăн "Карнавал" урхамахĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. "Карнавал" иккĕмĕш çул ĕнтĕ Раççейри чи хăвăрт чупакан урхамах шутланать. Шăмат кун Ульяновскри ипподромра та ăмăртусем иртнĕ, унта Шăмăршăри "Агросервис" предприяти (ертỹçи _ А.В.Максимов) "Грация" тата "Размен" урхамахĕсем чи малтисем пулнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 августа 2008
00:00
Поделиться