Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

МĔНШĔН ТУРТАТĂН, ВАÇÇА?

 "Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре кашни виççĕмĕш çын туртать. Чăваш Ене илес пулсан ку пирĕн ентешсем çемье бюджетĕнчен кашни кун 13 миллион тенкĕ ытла, уйăхне _ 400 миллиард тенке яхăн тăкакланине пĕлтерет!" Николай Федоров Президент ЧР Патшалăх Канашне янă çыруран. РАÇÇЕЙ Федерацийĕ пирус чи нумай туртакан çĕршывсен шутне кĕрет. Унăн тĕрлĕ регионĕнче арçынсен 60-82 прроценчĕ, хĕрарăмсен 25-30 проценчĕ туртать. Чăваш Енре пурăнакансенчен 40 проценчĕ куллен пирус мăкăрлантарать. Çак йыш малалла ỹсет, туртакансен ретне хĕрарăмсем, ачасем, çул çитменнисем хушăнаççĕ. Пирус изделийĕ хатĕрлессипе Раççей тĕнчере виççĕмĕш вырăн (Китайпа США хыççăн) йышăнать. Иртнĕ вунă çулта пирус хатĕрлесси икĕ хута яхăн ỹснĕ. Туртнин инкекĕ _ паянхи ачасем. Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирус туртакансен йышĕ хальхи пекех ỹссе пырсан паянхи 250 миллион ачана çывăх вăхăтра вăхăтсăр вилĕм кĕтет. Çĕршывра пирус туртакансем çак сиенлĕ йăлана 8 çултан тытăнаççĕ. Шкулта вĕренекенсен 31,25 проценчĕ туртать. Чăваш Республикинче 11 çултан туртма тытăнаççĕ: арçын ачасен 15 проценчĕ, хĕрачасен 10,7 проценчĕ пируспа туслашать. Ача организмне никотин лекесси çемьери лару-тăруран килет. Çăвара пирус хыпакан ачасен 80 процентне яхăн ашшĕ-амăшĕ туртакан çемьерен. Туртман çемьесенче ку кăтарту 11-12 процентран ытла мар. Çакă та шухăшлаттарать, паян пулас ача амăшĕсен 50 процентне яхăн туртать. Раççейре пирус туртнипе çыхăннă чир-чĕре пула çуллен нумай çын вилет. Çав шута чĕре-юн тымарĕн, шыçă чирĕсем кĕреççĕ т.ыт.те. Ỹпке чирĕпе аптракан та йышлă. Пирус тĕтĕмĕ туртманнисемшĕн те хăрушă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирус туртнине пула çыннăн ĕçлес туртăм чакать, чир-чĕре сиплеме тăкак çав тери нумай каять. Тĕнчери банк 200 çул кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ, ун чух пирус туртакансен чир-чĕрне сиплеме Европа Канашĕн çĕршывĕсенче 97,7-130,3 миллиард евро пĕтернĕ. Ку вăл уйрăм çĕршывсен шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн 1,04-1,39 проценчĕпе танлашать. Акă мĕншĕн юлашки вăхăтра Раççейре пирус туртнин сиенне хирĕçле юхăм анлăн сарăлчĕ. Çакна нумай пулмасть РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев та палăртрĕ. Пирус туртни экономика аталанăвĕшĕн çав тери пысăк чăрмав. Унсăр пуçне çăвартан тухакан тĕтĕмпе мĕн чухлĕ укçа вĕçет! Туртакансем хăйсене кăна мар, туртманнисене те наркăмăшласа чире яма пултараççĕ, вĕсене сиплеме мĕн чухлĕ укçа пĕтет! Чăваш Ен Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн, РФ Патшалăх Думин, Федераци Канашĕн депутачĕсене, мĕн пур шайри общество организацийĕсен вăйне пĕрлештерсе Чăваш Ене тата Раççее çак усалтан хăтарма чĕнсе каларĕ: "Атьăр-ха ăса кĕрер, хамăра хамăр, хамăр сывлăха, çемье бюджетне пулăшар", _ терĕ республика пуçлăхĕ. Çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕ хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче "Чăваш Республикинче 2009-2011 çулсенче пирус тата пирус изделийĕсем туртнине хирĕç профилактика туса ирттересси çинчен" республика тĕллевлĕ программине çирĕплетнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ _ пирус туртнине тата унăн тĕтĕмне пула хальхи пулас ăрусен умне тухса тăракан хăрушлăха сирсе яма, çак сиенлĕ йăлана хирĕç профилактика ĕçне вăйлатма пулăшасси. Президент залра ларакансенчен çапла ыйтнă: пур-и пирĕн хушăра туртакансем? Федерацин территори органĕсен ертỹçисенчен темиçен алă çĕкленĕ. Чăваш Ен Правительствин членĕсенчен пируспа туслисем çук иккен. _ Мĕнех, сире те сиплеме тивет-и (федераци органĕсен ертỹçисене ĕнтĕ)? Малашне çынна ертсе пыракан ĕçе лартнă чухне вăл пирус туртнипе туртманине те шута илĕпĕр. Сиенлĕ йăла ĕç вăхăчĕн 25 процентне сая ярать. Унсăр пуçне туртакансен хушшинче вилекен те йышлă. Туртакансем тăван тавралăха, ыттисен сывлăхне сахал мар сиенлеççĕ. Раççей Федерацийĕнче туртнине хирĕçле юхăм пуçарчĕç, эпир те çивĕч ыйтăва татса пама тăрăшăпăр, _ палăртнă республика пуçлăхĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 августа 2008
00:00
Поделиться