Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Фермерсем тăрăшуллă

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ял поселенийĕн территорийĕнчи фермер хуçалăхĕсем вырма ĕçĕсенче пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. "Слава" КФХ (ертỹçи _ А.Денисов) 100 гектар çинчи урпана кĕске вăхăтрах пуçтарса кĕртрĕ, кашни гектартан вăтамран 30-шер центнер тухăç илнĕ. "Малалла" фермер хуçалăхĕ (К.Елисеева) 51 гектар çинчи урпана тирпейлĕ çапса илчĕ. "Труд" (Т.Иванова) тата "Кузьмич" (А.Хлюкин) хуçалăхсем та хаклă вăхăтпа тухăçлă усă кураççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 августа 2008
00:00
Поделиться