Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вырма - 2008 "ПĔЧĔКÇЕÇÇĔ ПУТЕНЕ САРĂ ТУЛЛА ЮРАТАТЬ..."

АЧА чухне илтнĕ çак юрă сăмахĕсем Кахăрлă Шăхалĕнчи йĕтем çинче пуçăма пырса кĕчĕç те, ниепле те тухма пĕлмерĕç. Хиртен турттарса килнĕ тырра тасатса тирпейлекен хĕрарăмсем те водительтен çапла шахвăртса ыйтрĕç: _ Ну, мĕнле, путенине тытмарăр-и-ха унта? _ Паян урпа пĕтет, ыран ирпе комбайнсем кĕрхи тулă çине куçĕç, - йĕтем çинче ĕçлекенсен сăмахĕн тупсăмне тỹрех ăнланса хуравларĕ çамрăках мар водитель. Çапла, ытлари кун "Колос" Агрофирма" ЗАОра 200 гектар çинчи урпана юлашки гектарсем çинче вырса çапатчĕç. Хăватлă икĕ "ДОН-1500 Б" хуçисем _ Павел Рожновпа Николай Борисов _ хăйсен ĕçĕпе кăмăллă. _ Тырă лайăх кăçал, агроном каланă тăрăх, гектар пуçне вăтамран 35-шер центнер тухать, - пĕлтерчĕ вăтăр çул ытла комбайнпа ĕçлекен Николай Борисов. _ Тулă урпаран та тухăçлăрах пуласса шанатпăр. 80 гектар кĕрхи тулла маларх пуçтарса кĕртнĕ, кашни гектар вăтам шутпа 40-шер центнера яхăн тухăç панă. Хирте тата 300 гектар ытларах кĕрхи тулăпа 500 гектар çурхи тулă юлнă. _ Урпа улăмне пĕтĕмпех халăха уйăрса паратпăр, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертỹçи Виталий Захаров. _ Кама мĕн чухлĕ кирлĕ, тỹлевсĕрех паратпăр. Ыран, акă, хирти пай çĕрĕсемшĕн тырă илĕç. Пĕр пайшăн _ 150 килограмм. Пушаннă хирсенче кĕрхи çĕртме тăваççĕ, кĕр аки валли çĕр хатĕрлеççĕ. Т_150 тракторпа ĕçлекен Александр Петров çĕртме сухинче, çакăн пек маркăллă тракторсен хуçисем Николай Захаровпа Валерий Матвеев çĕр хатĕрленĕ çĕрте тăрăшуллă пулнине палăртрĕ Николай Воробьев тĕп агроном. _ Ылтăн пек хаклă кунсен кашни сехечĕпе тухăçлă усă курма тăрăшатпăр, - терĕ Николай Андреевич. _ Хам та, хуçа та ир пуçласа тĕттĕмлениччен хиртен анмастпăр. Комбайнсем çĕнĕ-ха, вĕсен ĕçлемелле те ĕçлемелле. Темиçе çул каялла _ "Ульяновск-сахар" ОООпа килĕштерсе ĕçлеме пуçличчен _ кунти хирсем гектартан 10-15 центнертан та каярах тухăç панине, хăш-пĕр уйсем вара пачах та акăнманнине паян ĕненес те килмест. Çĕр ĕç культурине ỹстерсех пынипе (çĕртме тумасăр пĕр гектар çĕр те юлмасть), минераллă удобренисемпе тата гербицидсемпе наука хушнă пек усă курнипе, вăрлăхсене çĕнетсех тăнипе "Колос" Агрофирма" ЗАО кăтартуллă чи лайăх хуçалăхсен шутне кĕчĕ. Вăй патăр сире, çĕр çинче ĕçлесе тупăш илессишĕн тăрăшакан маттур çынсем. "Путенине" тытнă çĕре килсе куратпăрах!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 августа 2008
00:00
Поделиться