Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УТАТЬ КУЛЛЕН ВĂЛ ФЕРМĂНА

ВĂТĂР çул ытла паллатăп эпĕ Галина Павловнăна. Тĕрĕссипе, 1976 çултанпа. Çак çул вăл "Правда" колхозри (халĕ "Колос" Агрофирма"ЗАО) сысна ферминче ĕçлеме пуçларĕ. Муркаш районĕнчи Атапай ялĕн хĕрĕ Кахăрлă Шăхальне качча киличченех выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте вăй хунă. Шупашкарта, республикăри малта пыракан ферма ĕçченĕсен канашлăвĕнче Шăмăршă районĕнчен килнĕ Анатолий Кувшиновпа паллашнă та, икĕ çамрăк чĕре пĕр-пĕрин патне туртăннă. Туй туса пĕрлешнĕренпе, акă, вăтăр çул ытла иртнĕ ĕнтĕ. Тăватă ача çуратса ỹстернĕ Анатолий Васильевичпа иккĕшĕ. Шел, аслă ывăлĕ _ Алексей _ çар службинче инкеке лексе пурнăçран çап-çамрăкла уйрăлса кайнă. Çакăн пысăкăш хуйха чăтса ирттерме Кувшиновсене пĕрре те çăмăл пулман. Кашни ирех ферма сукмакĕпе утать Галина Павловна. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе хавхалантарнă. Сыснасем лайăх ỹт хушччĕр, çурасем сывă çитĕнччĕр тесе тăрăшать. Çулсем, çулсем... Ытла та хăвăрт иртеççĕ-çке вĕсем. Халĕрех çеç çамрăкччĕ-ха Галина Павловна, юрла-юрла ĕçлетчĕ. Сисмесĕрех 55 çула та çитрĕ. Çак ятпа ăна мăшăрĕпе ачисем, тăватă мăнукĕ, çывăх тăванĕсемпе кỹршĕ-аршисем тата пĕрле ĕçлекенсем чунтан саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр суннаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 августа 2008
00:00
Поделиться