Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"СЫВЛĂХА" ТЕТПĔР ТЕ, ТУПĂКА ЧЫШАТПĂР

ХАЛĂХ ерипен ĕçкĕпе супнине сăнатăп та, чун ыратать, çавна пула çак ыйтупа каллех çырмасăр чăтаймарăм. Пĕлетĕп-ха ĕнтĕ: усси сахал. Ман сăмахсем шыв хăйăр витĕр сăрхăнса çухалнă пекех вулакансен ăсĕ-тăнĕнче нимĕнле йĕр те хăвараймĕç. Тахçанах йăлăхтарнă ку тема. Анчах та тарăнрах шутласа йĕри-тавра пăхар-ха, юлташсем, эрех-ханшапа иртĕхесси ытла та сарăлса кайрĕ вĕт-ха. Уйрăм çынсем чей мар, ахаль шыва та ун чухлĕ ĕçмеççĕ пуль. Инçетри тăван хăнана килсен кăна мар, кỹршĕ каçсан та "аншарлине" кăларатпăр. Ỹсĕрĕлсе çывăрнă хыççăн сиенсĕр иртсен нимех те мар, ĕç кăна, укçу-тенкỹ кăлăхах сая кайнипе те килĕшме пулать, анчах алкоголь кỹрекен пăтăрмахсене пĕрре те асра тытмастпăр вĕт. Ăна пула ĕçке ернине, тĕрлĕ органсем чирленине, ăс-тăн хавшанине, ĕмĕр кĕскелнине, тин çеç çуралакан ачасен ăс-тăнне япăх витĕм кỹнине мĕншĕн пĕртте шута илместпĕр-ши? Ĕлĕк-авал пĕр ăсчах эрех ĕçнине çын хăй ирĕкĕпе ухмаха ернипе танлаштарнă. Тĕрĕсех çакă, анчах та пирĕн пуçа çирĕп кĕрсе ларман-ха ку ăнлану. Раççей халăхĕ ĕлĕкренпех ĕçке кăмăлланă. Юлашки çулсенче вара, йышĕ чакать пулин те, çулленех унчченхинчен ытларах ĕçет. 1985-мĕш çулта çĕршыва ертсе пыма М.Горбачев тытăннă хыççăн, халăх умĕнче ырă ятлă пулас тесе пулĕ-и, алкоголизма хирĕç кĕрешỹ пуçласа ятарлă йышăну кăларнăччĕ. Милици органĕсем те вирлĕ "ĕçлеме" пуçланăччĕ: кăштах ĕçкĕллĕ çынна тĕл пулсанах урăлтаркăча илсе каятчĕç, штрафлама пикенчĕç, ханша юхтаракансене йĕрлеме, судпа айăплама мехел çитеретчĕç. Малтанласа чару ĕçĕсем лайăхах сисĕнме пуçланăччĕ. Урамсенче ỹсĕр çỹрекенсем, ĕçкĕллĕ водительсем руль умне ларни палăрмаллах сахалланнăччĕ. Эрех-сăрапа наркăмăшланса вилекенсен шучĕ те нумай чакнăччĕ. Халăх та хирĕçлемесĕр йышăннăччĕ çĕнĕ йĕркене. Эрехе магазинран туянма та ял Совечĕ виçеллĕ кăна ирĕк панă. Çав йĕрке халичченех вăйра пулнă пулсан, киревсĕр йăла нумай хавшаса улшăннă пулĕччĕ. 1989-мĕш çулта, "демократи" вăй илсе пынă май, асăннă йышăнăва та вырăнсăр терĕç. Сăмах май, ăна çĕнĕ саккун йышăнса пăрахăçламан-ха халĕ те. Ĕçкĕпе вылянасси çĕнĕрен асар-писер аталанма пуçларĕ. Халĕ çутă шĕвек лавккасенче татти-сипписĕр, кунсăр пуçне нумайăшĕ килтине хатĕрлет, нимле чару та çук. Кун пек лару-тăрура урă пурнăçпа пурăнма май çукпа пĕрех. Малашне халăх тĕреклĕ, сывлăхлă та çивĕч ăс-тăнлă, урă пурнăçпа пурăнтăр тесен патшалăх пуçлăхĕсен мĕнле те пулсан çĕнĕ саккун кăлармаллах. Ĕçке ернĕ çын хăй тĕллĕн ку хăнăхуран нихăçан та хăтăлаймĕ. Алкоголь сиенĕ пирки медработниксен витĕмлĕрех каламалла, ỹсекен çамрăк ăрăва ĕçкĕрен упрасшăн тăрăшса педагогсен те ачасене мĕн пĕчĕкренех алкоголизма хирĕç воспитани пама пикенмелле пек туйăнать мана. Ку темăпа райхаçат та материалсем пичетлемест мар. Анчах ытларах упăшки ĕçкĕпе супса çемьери пурнăçа тỹсмелле мар йывăрлатнипе хĕрарăмсем кăна, чĕри ыратнипе ним тăваймасăр, çыраççĕ. Ĕлĕкрех вĕсем парторг, профорг е ял Совет председателĕ патне пулăшу ыйтма кайнă. Лешсем ĕçкĕçе чĕнтерсе ятласа, ỹкĕтлесе йĕркене кĕртме тăрăшнă пулсан, халĕ ку ыйтупа никамран та пулăшу кĕтмели çук. Тепĕр тесен, ĕçке аталантарма хамăр та пулăшатпăр. Калăпăр, пĕр-пĕр тракторист е водитель машинăпа вутă-шанкă е утă-улăм кỹрсе панă хыççăн эпир ăна ураран ỹкиччен "хăналатпăр". Çакă питĕ вырăнсăр тата сиенлĕ йăла. Сăйланă чух "сывлăха" мар "тупăка" суннипе пĕрех вĕт. Кашни кун ку ĕçпе çыхăннă водитель çапла темиçе çултан алкоголика çаврăнать, ĕçлейми пулать те чире каять. Хăшĕ-пĕри çамрăклах, нимле чир паллисем пулмасăрах каçхине çывăрма выртнă хыççăн ир пулнă çĕре ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупать. Юлашки çулсенче кун пекки тăтăшрах пулни сисĕнет. Арăмĕсемпе ачи-пăчисем вара тăлăха тăрса юлаççĕ. Малашнехи пурнăçĕнче калама çук пысăк нушана кĕрсе ỹкеççĕ. Шофер-тракториста ĕçленĕ хыççăн тутлăрах кăна çитересчĕ, ĕçшĕн укçан тỹлесчĕ. Çакă хăйшĕн те, çемьешĕн те нумай усăллăрах пулнă пулĕччĕ. Хĕрарăм организмĕ арçыннăнинчен хавшакрах, çавна пула вăл ĕçкĕ чирне те хăвăртрах парăнать. Çак сăлтава пулах пулĕ пур çĕрте те ĕçкĕçĕ-хĕрарăмсен йышĕ ỹссе пырать. Ку та çемьешĕн чĕр инкек. Унта йĕрке, тирпейлĕх, килĕшỹ, сăпайлăх пĕтет. Ун пек кил-йышра амăшĕн ăшшине, ырă сăмахне, ачашланине курман пепкесем час-часах çамрăклах тĕрлĕ ырă мар (вăрă-хурах, ĕçкĕ) çул çине тăраççĕ. Пĕччен юлнă упăшки те, 40-50-ра кăна юлнă пулин те, çĕнĕрен мăшăр шырама (каллех ĕçкĕçĕ-хĕрарăм лекесрен шикленсех) тытăнса тăрать. Урçа арçыннăн, тулли çемьесĕр пурăннипе, ĕмĕрĕ хăвăрт кĕскелет. Киревсĕр те сиенлĕ йăлана сарăлса çирĕпленме хальхи хăш-пĕр ертỹçĕсем юри тăрăшнăн туйăнать мана. Тĕрлĕ уявсен йышĕ çав тери ỹссе кайрĕ. Тупата, ĕçмесĕр пĕр кану кунĕ те иртмест пулĕ. Ĕлĕкрех те патшалăх уявĕсемсĕр пуçне професси кунĕсем пурччĕ. Савăнăçлă пухусемпе концертсем хыççăн хăш-пĕр çĕрте вăрттăн-кĕрттĕн тенĕ пек, кăштах хăналанни те пулкаланă, анчах тепĕр кун пурте ĕçе урă пуçпа, ĕçлес кăмăлпа пынă-çке. Халĕ вара çав уявсем еплерех иртни хаçатра çырмасан та паллă. Ваттисен кунĕнче 70-80 çулхи карчăксемпе стариксене пуçтарса эрех ĕçтернине мĕнле хакламалла тата? Вĕсен хушшинче тĕрлĕ чирпе чирлисем сахал мар, хăш-пĕрне пĕр черкке сыпма та юрамасть. Пĕр сĕтел хушшине лексен вара ун пеккисем те пĕрлехи кăмăла парăнса: ĕçем-ха пĕреххут, нимех те пулмĕ-и тен, теççĕ. Алкоголь сиенне ăнланни кăна çителĕксĕр. Ăна виçеллĕ, ячĕшĕн кăна ăша илес хытă йăла-йĕрке кирлĕ, çавна тĕрлĕ майпа çирĕплетесчĕ. Тухтăрсемпе учительсене асăнтăм-ха маларах. Пупсемпе чиркỹ çыннисен, мулласен ку ыйтуран айккинче тăмалла мар. Христианпа ислам тĕнĕсем ĕçке сивлеççĕ. Апла пулсан, вĕсен те халăх хушшинче урă пурнăçшăн çине тăрса тăрăшмалла. Халăх урă пурнăç çине куçсан нумай ырлăх хăй тĕллĕн килĕччĕ. Пỹкле вилекенсен, пушарсен, тĕрлĕ аварисен, хулиганла ĕç туса суд умне ларнисен йышĕ чакĕччĕ, çынсен сывлăхĕ çултан-çул тĕрекленсе пырĕччĕ, çемьесенче юрату, килĕшỹ, телейлĕ ачалăх çирĕпленĕччĕ. Хальлĕхе кая юлман-ха. Çакна мĕнле хăвăртрах ăнланатпăр _ хамăршăн тата пулас ăрусемшĕн çавăн чухлĕ усăллăрах.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 августа 2008
00:00
Поделиться