Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

НАЦИ ПРОЕКЧĔ ПУЛĂШНИПЕ

ШКУЛ шăнкăравĕ янăрасса камсем пуринчен те ытларах кĕтеççĕ тетĕр? Паллах, кăçал пĕрремĕш класа пуçласа килекен ачасем. Вĕсем районта пурĕ 168-ăн. Вун икĕ класс йĕркелесшĕн. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, çак кунсенче шкулсене пĕрремĕшсем валли 168 тенкел, 84 сĕтел, кĕçĕннисене вĕрентекен учительсем валли 12 сĕтелпе 12 тенкел, 12 доска илсе килмелле. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе района çывăх вăхăтрах 3 е 4 кабинет килессе те кĕтеççĕ çут ĕç пайĕнче. Çавăн пекех ачасене турттарма "Газель" автобус уйăрса парас шанăç та пур.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 августа 2008
00:00
Поделиться