Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КУЛЬТУРА МИНИСТРĔ _ ПИРĔН РАЙОНТА

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн, республикăра тĕслĕхлĕ культура учрежденийĕсем уçас ĕç пырать. Виçĕ çул хушшинче унашкал ята 200 ытла клубпа Культура çурчĕ тивĕçĕ. Çак ĕçе пурнăçлама кăçал 20 миллион тенкĕ уйăрнă, çитес çул тата 10 миллион ытларах парĕç, 2010 çулта _ 60 миллион тенкĕ. Çак укçан пĕр пайĕ çуртсене юсама, çĕнетме кайĕ, тепĕр пайĕпе çутă хатĕрĕсем, компьютерсем, хальхи йышши техника туянĕç, халăх коллективĕсем валли наци тумĕ çĕлеттерĕç. Культура учрежденийĕсене тĕслĕхлĕ пулма хатĕрлес ĕç Шăмăршă районĕнче мĕнле пырать-ха? Çак ыйтупа интересленнĕ те ĕнтĕ тунти кун пирĕн районта пулнă чух Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министрĕ Р.М.Лизакова. Роза Михайловна Шăмăршăри Культура керменĕн тата Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, культура учрежденийĕсен ертỹçисене усăллă сĕнỹсем панă. "Эпир пурнăçламалли ĕçе ютран килсе туса памĕç. Хамăрăнах пултармалла. Ку енĕпе ăсталăха ỹстермелле, пултаруллăха туптамалла, çĕклемелле, аталантармалла. Çĕнетнĕ клуб, культура учрежденийĕ ялăн социаллă чĕрĕлĕвне вăй парасса шанса, çапла пултăр тесе чун-чĕререн тăрăшса ĕçлемелле" , - тенĕ министр. Р.М.Лизаковапа пĕрле район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата унăн çумĕ Н.Г.Игнатьева çỹренĕ. Валерий Петрович пирĕн районта Чăваш Республикин Президенчĕн çỹлерех асăннă Указĕ ăнăçлă пурнăçланасси пирки шантарса каланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 августа 2008
00:00
Поделиться