Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХУЛĂ ЧУХНЕ АВМАСАН...

НУМАЙ пĕлекен çынна эпир "ăслă" теме хăнăхнă. Çын мĕнле пуласси вара унăн пуç мимийĕпе çыхăннă. Çавах та нумай пĕлни, пурнăçа хăв пĕлнĕ пек йĕркелесе пырасси _ пĕр ăнлавсем мар. Пуç мими, сăмахран, виçĕ функци пурнăçлать. Вĕсенчен пĕри _ тĕрлĕрен информаци илсе тăрассине йĕркелесси: мĕн вĕренни, вулани, пурнăçра паха опыт яланлăхах пуçа кĕрсе юлаççĕ. Пуç мимин тепĕр функцийĕ _ шухăшлав туйăмĕ. Ку ĕçре "ăс" текен ăнлав пысăк вырăн йышăнать, вăл пурнăçра уйрăмах питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăс вăл _ пурнăç саккунĕсене, тĕрлĕ пулăмсене, вăй-хала, общество пĕлтерĕшне шута илме пултарни. Унран çын пурнăçĕ нумай килет. Мимен виççĕмĕш функцийĕ _ энерги шайĕ. Кун пирки тепĕр чухне тĕплĕнрех калаçăпăр. Нумай пĕлни тĕрĕс шухăшлама, пĕтĕмлетỹсем тума май парать. Анчах та пĕлỹпе ăс ăнлавсем хушшинче пысăк уйрăмлăх пур: нумай вĕреннĕ çыннах тепĕр чух пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пултараймасть. Мĕнрен килет-ха çакă? Пĕлỹ пур тейĕпĕр. Анчах ку кăна çителĕксĕр: çакнашкал çыннăн ăсĕ çителĕксĕр. Çакнашкал пулăм шкултах палăрать: лайăх вĕреннĕ ачах малашнехи пурнăçра çăмăл та ансат çул çине тăрать _ çакăнтан каять те ĕнтĕ пурнăçри арăш-пирĕш. Ун пек ан пултăр тесен, ачасене, ỹсĕмне кура вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхтармалла. Вара ачан пĕлĕвĕ те, ăсă те кирлĕ шайра пулĕç. Асăрханă-и эсир: аслă пĕлỹ илнĕ çын та тепĕр чух вĕренмен çынпа танлашаймасть. Ку та _ хăйне майлă проблема. Çавна май шкулта репродуктивлă уроксем ирттерни кирлех. Ачасен аталанăвĕ учительсенчен те нумай килет, хăшĕсем вĕрентỹ материалне "чăмласа" хыптараççĕ, теприсем вара _ çук. Кун пек чухне вĕренекенсен активлăхне ỹстерме, вĕсене темăна ăнланма пулăшни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕмлетỹ: çакнашкал уроксем ачасен пĕлĕвне те, ăсне те аталантарма пулăшаççĕ. Ачасене ĕçе хăнăхтарас процесс та шкултан пуçланмалла, ку тĕлĕшпе ятарлă уроксем ирттерни те вырăнлă. Ман шутпа, çакна шута илмеллех. Юрать-ха, юлашки çулсенче профилле классем йĕркелерĕç. Çакна ырламалла кăна. Çав вăхăтрах физкультура çинчен те манмалла мар _ çамрăк ăру сывлăхлă çитĕнтĕрччĕ. Пурнăç çакна кăтартса парать: тепĕр чух нумай пĕлекен çынна та ăслă теме çук _ ан тив, вăл темиçе институт пĕтернĕ пултăр. Вăл хăйне ыттисенчен ăслăрах тесе шутлать пулсан та хăйсен ăсĕ çитсех каймасть. Çав вăхăтрах вĕренмен çынах унран чылай ăслăрах, пурнăçра тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тума пĕлет. Пултаруллă, ăслă çынсем Васан ялĕнче те сахал мар. Акă, Саша Яковлевах илер. Пур енĕпе те ăста вăл, аслă пĕлỹллĕ инженерсемпе механиксем те унран тăтăшах пулăшу ыйтаççĕ. Ялти шкулта ĕç урокĕсене ертсе пынă Петр Павлович Яковлевăн мăнукĕсем те ылтăн алăллă çынсем. Е Владимир Петрович Еремеева илер. Унăн мăшăрĕ те _ Лия Александровна _ питĕ ăслă çын, медицина ĕçченĕ пулнă май, чирлисене пулăшма яланах хатĕр. Андрей Петрович Еремеев предприниматель пирки те çакнах каламалла: пултаруллă, ăслă çын. Ăс тени вăл çыннăн хăйне кура уйрăмлăхĕ. Ăслă çын пурнăçра нихăçан та çухалса каймасть, темле йывăрлăхра та тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тума, çынсене ăслă канаш пама пултарать. Тата тепĕр самант çинче чарăнса тăрас килет. Кирек мĕн калăр та, шкулта ĕлĕк ачасем экзамен тытнă чух тулли хутаçсемпе явăнакан ашшĕ-амăшĕсем çукчĕ. Халĕ, ахăртнех, пĕлĕве укçапа шайлама пуçларăмăр пулас. Ыйту: çакнашкал ашшĕ-амăшĕсен (ан тив, хăйсем ăслă(?) пулсан та) ачисем ăслă çынсемех пулĕç-ши? Питĕ иккĕлентерет çакă. Кун пек пулăмăн тỹнтерлĕ енĕсем пурнăçра палăрма пуçларĕç те ĕнтĕ. Ачасем ăслă пуласси чи малтанах учительсенчен нумай килет. Юлашки вăхăтра вĕрентỹ процессĕ чылай улшăнчĕ, ку тĕлĕшпе ку чухнехи çĕнĕ технологипе усă кураççĕ: малтанласа микрокалькуляторсем пулнă пулсан, халĕ _ компьютерсем. Ачасен ăс-тăн шайĕ, паллах, пурин те пĕрешкел мар. Ку тĕлĕшпе, ман шутпа, учитеьсен ачасемпе уйрăммăн ĕçлеме пĕлни те, кирлĕ пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Волков çапла каланă: "Начар ачасем çук, япăх учительсем вара пур". Çак сăмахсене аса илсе эпĕ кашни учителех айăпласшăн мар. Анчах та вĕсем те тĕрлĕрен пулаççĕ: хăйне ăслă текен учителех чылай чухне ачасене кирлĕ пек воспитани пама пултараймасть, çав вăхăтрах начар тесе шутлакан учителĕн вĕренекенĕсем ăслă çынсем пулаççĕ. Акă манăн шухăшăн пĕтĕмлетĕвĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 августа 2008
00:00
Поделиться