Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ГЕКТАР ХЫÇÇĂН ГЕКТАР

"МИР" ЗАОра урпа 950 гектар йышăнать. Минераллă удобренисемпе усă курса акнăран, тухăç аван. Хальхи вăхăтра В.Актемовпа А.Садертдинов механизаторсем ДОН-1500 комбайнсемпе урпана тỹрремĕнех вырса çапаççĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырра Ф.Куропаткинпа В.Паймин водительсем турттараççĕ. Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем те малалла пыраççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулнă çĕрте Р.Фахрутдиновпа Г.Хафизов механизаторсем хастар. Утта М.Невметов механизатор пресласа тăрать. Хальлĕхе 400 тонна утă хатĕрленĕ, рабочисене ĕçшĕн 100 тонна валеçсе панă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 августа 2008
00:00
Поделиться