Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Туй, туй, туй тесе...

 АЗИРИ çĕршывĕнче пурăнакансен шухăшĕпе, 8 паллă телей, пуянлăх, ăнăçу илсе килет. Çак цифрăна тăрăхла вырнаçтарни вĕçсĕрлĕхе палăртать. Апла пулсан, çак кун пĕрлешнĕ çынсен юратăвĕ ĕмĕрлĕхех пырасса шанаççĕ çамрăк мăшăрсем. Ахальтен мар августăн 8-мĕшĕнче Шăмăршăри Мăшăрлану керменĕнче 9 мăшăра, 9-мĕшĕнче 6 мăшăра çырăнтарнă. Августăн 8-мĕшĕ тепĕр савăнăç та парнеленĕ _ Шăмăршăри Чегаевсен çемйинче пĕрремĕш ача _ ывăл çуралнă. Хăйсен пепкине телейлĕ мăшăр Женя ят панă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2008
00:00
Поделиться