Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПĔЧĔК ПАÇÇУЛККĂН ПУЛАСЛĂХĔ ПУР

 ПЫСĂКАХ мар Хĕрлĕ Васан паççулкки, унта пурĕ те вун çичĕ кил кăна. Çак ялти Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Большаков çуралса ỹснине те, тен, пурте пĕлмеççĕ те пуль. Халиччен вăл районта пурăнакансемшĕн аякри утрав пек туйăнатчĕ. Сăлтавĕ те пулман мар: йĕпе-сапара, хĕллехи çил-тăманра унта кĕрсе тухма май та пулман темелле. Çавăнпах пулĕ паççулккă çамрăкĕсем хулана туха-туха каятчĕç. _ Пирĕншĕн те "кăвак хуппи" уçăлчĕ вĕт, _ савăнăçне пытараймасть халĕ кунта пурăнакан Маргарита Алякина. _ Пирĕн паççулкка та тинех асфальтлă çул çитрĕ! Паççулкка асфальт çитнĕшĕн Калиса Терентьева та шутсăр кăмăллă. _ Малтанласа çакна шанас та килместчĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çавах пурнăçланчĕ. Çакăншăн, пирĕн нушана ăнланса чунĕ çывăхне илнĕшĕн, паççулккă çыннисен ятĕнчен район пуçлăхне Валерий Петрович Фадеева чун-чĕререн тав тăвас килет. Районти ДРСУ ĕçченĕсем те ырми-канми ĕçлерĕç. Нина Большакован савăнăçне те нимĕнпе те виçеймĕн: _ Асфальт та пур халĕ, çут çанталăк газĕллĕ те пултăмăр. Пĕчĕк паççулккашăн чăннипех пысăк савăнăç мар-и вара çакă? Ырлăхра пурăнатпăр вĕт _ ватăлас килмест. Паллах, ĕлĕкхине хальхипе танлаштараймăн. Паççулккара пурăнакансем, килсе çỹреме йывăр пулнипе, тĕрлĕ хуласенчен сайра çеç тăван килĕсенче курăнкаланă. Халĕ вара кашни уяврах, канмалли кунсенче Хĕрлĕ Васана çăмăл машинăсемпех чашлаттарса çитме пулать _ нимĕнле çанталăк та чăрмав мар. Нумаях пулмасть паççулккăри фермăна та юсаса çĕнетнĕ, лавкка уçнă. Кашни кунах çăкăр та кỹрсе килеççĕ. _ Пурăнать-ха Хĕрлĕ Васан, _ хĕпĕртеççĕ çынсем. _ Пĕчĕк паççулккан пуласлăхĕ пысăк.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2008
00:00
Поделиться