Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЫТАРАЙМИ ТУСĂМСЕМ, КУÇĂМ ТУЛЛИ ТĂВАНСЕМ

КОЛХОЗСЕМ саланса кайиччен фермăсем кĕрлесе кăна тăратчĕç. Выльăх-чĕрлĕхĕ те йышлăччĕ, вĕсене пăхаканĕсем те нумайччĕ. Çăмăл ĕç мар вăл фермăра ĕçлесси. Ир-ирех тăрса темиçе çул утса такăрланнă сукмакпа чĕлхесĕр янаварсем патне васкатăн. Пĕрисем _ ĕнесем патне, теприсем сыснасен е пăрусен витине кĕреççĕ. Пуçланать вара ĕç шавĕ... Выльăх-чĕрлĕхе юратакан, ĕçри йывăрлăхран хăраман çын кăна фермăра вăй хума пултарать пулĕ. Çакна нумай çул хушши ĕне сăвакансем, сысна, пăру пăхакансем ĕнентерсе паратчĕç. Малтан "Правда" колхозра, кайран "Колос" агрофирмăра пĕрле ĕçленĕ юлташăмсенчен нумайăшĕ пенсие тухрăмăр ĕнтĕ. Акă çак кунсенче Е.Андреевăпа Г.Кувшинова та тивĕçлĕ канăва тухĕç. Елена Алексеевна ĕне те сунă, пăру та пăхнă. Çав вăхăтрах килти хуçалăха та мăшăрĕпе çирĕп тытса тăнă, Виçĕ ачана _ икĕ хĕрпе пĕр ывăла _ пурнăç çулĕ çине кăларнă. Галина Павловна вара паян та фермăрах тăрăшать, сыснасем пăхать. Вăл та хăйĕн пурнăçне пархатарлăн ирттерме тăрăшать. Ăна та юратнă мăшăрĕпе ачисем савăнтарса тăраççĕ. Шел те, асли вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Е.Андреевапа Г.Кувшинова пĕрре мар хаклă парнене тивĕçнĕ. Ялта та хисепре вĕсем. Пĕрле нумай çул хушши ĕçленĕ тантăшăмсене çуралнă кунĕ ячĕсемпе чун-чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, телей сунасшăн. Кашни кунах вĕсемшĕн хĕвеллĕ те савăк пултăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2008
00:00
Поделиться