Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХУРА ÇĂКĂР ÇИЕКЕН ХУР КУРМАН

 "ПУЯНКАССИ хирĕсем темиçе çул ĕнтĕ кăçалхи чухлĕ тухăç паман, - терĕ пысăк савăнăçпа "Колос" Агрофирма" ЗАО тĕп агрономĕ Н.А.Воробьев. _ Кĕрхи тулă гектартан вăтам шутпа 40-шер центнер тухать." Хуçалăхра çак культура 400 гектар йышăнать, килес çул валли те çакăнтан кая мар акасшăн. "Исток", "Бездна", "Агросервис" хуçалăхсенче те кĕр тыррисен тухăçĕ пысăк пуласса шанаççĕ. Кĕреш пек арçын пилĕкĕнчен те çỹллĕрех ыраш хирĕпе утса пынă чух тулли те сулмаклă пучахсем пуç тайса саламланăн туйăнать... _ Районта кĕр тыррисем 3600 гектар йышăнаççĕ, _ пĕлтерчĕ мана район администрацийĕн агропромышленноç пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин. _ Ыраш та, кĕрхи тулă та пысăк тухăçпа савăнтарасса кĕтетпĕр. Вадим Петрович хуçалăхсен çĕнĕ, малашлăхлă сортсемпе ытларах ĕçлемелле тесе шутлать. Унăн шухăшĕпе "Россельхозцентрĕн" Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Иван Якушов та килĕшет. Çĕнĕ сортсене анлă çул пани хуçалăхсемшĕн питĕ тупăшлă, _ тет Иван Васильевич. _ Пирĕн Тутарстанри çĕр ĕçченĕсен опытне вĕренсе пымалла. Хамăр республикăра та ырă тĕслĕх илмелли хуçалăхсем çук мар. Акă, Çĕрпỹри наука центрĕ кĕрхи туллăн "Фаленская-4", Пăрачкав районĕнчи "Простор" хуçалăх "Калина" сорчĕсене акса пысăк тухăç илеççĕ. Пирĕн кỹршĕ _ Тутарстанри Пăва районĕнчи "Нива" агрофирма _ кĕрхи туллăн "Нельчиновская-24" сортне сĕнет. Çак сортăн туни питĕ çирĕп, тырă нихăçан та тăкăнмасть тата выртмасть. Вăрнар районĕнчи "Санары" агрофирма "Казанская-1" элита ыраш тухăçĕпе пурне те тĕлĕнтерет. "Безенчукская-87" элита сорт та пысăк тухăçлă. Çĕрпỹри наука центрĕ тритикали культурăн "Корнет" тата "Михась" сорчĕсене сĕнет. Кунтах кĕрхи урпан тĕрлĕ сорчĕсем те пур. Патăрьел районĕнчи "Труд" хуçалăхран та çĕнĕ, малашлăхлă сортсем туянма пулать. Тулăри клейковина хисепĕ 32-36 процентпа танлашать. _ Иван Васильевич, пиртен Пăва районĕнчи "Нива" агрофирма аякра мар. Вĕсенчен пирĕн мĕне вĕренме пулать-ши? _ "Нива" агрофирмăна 2003 çулта йĕркеленĕ. Хуçалăхăн 14,5 пин гектар акăнакан çĕрсем, вĕсенчен 7,5 пин гектар кĕр тыррисем йышăнаççĕ. "Московская-39" кĕрхи тулă гектартан 50-60 центнер тухăç парать. Малашне пăвасем çурхи тулла пăрахăçласа кĕрхине çеç акса тăвасшăн. "Московская-39" сорт лайăх тĕмленет, пучахсем те йывăр. Кĕрхи тулă унччен пăрçа, нумай çул ỹсекен курăксем йышăннă тата хура пусă пулнă хирсенче пысăк тухăç парать. Çак культурăна наука вунă кун хушшинче _ августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 5-мĕшĕччен акса хăварма хушать. Çапах та, климат улшăнса пынă май, сентябрĕн 20-мĕшĕччен аксан та пысăк йăнăш пулмĕ. Ыраша августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 1-мĕшĕччен аксан лайăх. Пирĕн районти хуçалăхсенче кĕр тыррисен куçăмлă (переходящий) фончĕ çукпа пĕрех. "Искра" СХПКра çеç кĕрхи туллăн. "Московская-39" сорчĕ 350 центнер пур. Вăл та ырашпа хутшăннă. Акас умĕн мĕн пур вăрлăха имçамламалла. Анчах та кăçалхи тухăçран хатĕрленĕ вăрлăха хими имçамĕсемпе имçамлама юрамасть, биологи препарачĕсемпе усă курмалла. Ку тĕлĕшпе "Планриз" чи лайăх препарат шутланать. Кĕр акинче минераллă удобренисемпе туллин усă курма тăрăшмалла. Удобренисĕр акни _ пĕлсе тăрсах сахал тухăç илме планлани. Вăхăтра, лайăх пахалăхпа акнă хирсем çитес çул вăйлă тыр-пулпа савăнтарĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2008
00:00
Поделиться