Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХРЕСЧЕНЕ ÇИЛ ТЕ ХИРĔÇ-ШИ?

 СĔТ хакĕ йỹнелсе кайни пирки ялта пур çĕрте те _ кĕтỹ хапхинче те, ĕçкĕ-çикĕре те _ калаçаççĕ. Вун икĕ тенкĕрен пилĕк тенке тăрса юлчĕ-çке пĕр литр хакĕ, чăннипех те хресченрен кулни мар-и? Яланхи ыйту: кам айăплă çакăншăн тата малашне мĕнле пурăнмалла-ха? Çак ыйту çине тỹрех хурав пама та пĕлмелле мар. Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра импорт виçи (продукцине ют çĕршывсенчен туянасси) ỹснĕçем ỹссе пырать. Юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси (сĕт тата аш-какай) 16 процент ỹснĕ пулсан, импорт хисепĕ _ 3,5 хут хăпарнă. Продукцине сутăн илмелли хаксем чакнăçем чакни хресченĕн производствăна ỹстерес хавхаланăвне çапса хуçать. Çав вăхăтрах лавккари хаксем ỹссех пыраççĕ. Хресчене паянхи хаксемпе те продукцине вырнаçтарма йывăр. Экономика аталанăвĕн министерстви энергоносительсен хакĕсене нумай ỹстерме палăртать, правительство вĕсене малашнехи виçĕ çулшăн та çирĕплетнĕ. 2009 çултанпа электроэнерги тарифĕсем çулсерен 25 процент, газ тарифĕ 2009 çулта _ 34,7, 2011 çулта _ 40 процент ỹсмелле. Çĕнĕ çултанпа çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем 40 процент, минераллă удобренисен хакĕ икĕ хут пысăкланнă. Çулленех импорт виçи 25 процент ỹссе пырать. Сĕт продукчĕсен 69,3 процентне, ашăн 80 процентне яхăн ют çĕршывсенчен туянатпăр. Çав вăхăтрах ял çыннисене выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерме хавхалантармаççĕ. Çакă "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçлама пысăк чăрмав кỹрет. Илнĕ кредитсемшĕн мĕнле тỹлесе татмалла-ха? Ман шутпа, çĕршывра ял çынни çине ăшăрах куçпа пăхма тытăнмалла, ял хуçалăхĕ аталанма пултартăр тесен, туса илекен продукцин сутлăх хакне ỹстермелле. Килти хуçалăхсем сĕтĕн литрне 10-12 тенкĕпе сутсан, ялта ĕне усрас текенсем те йышланĕç, патшалăх ют çĕршывсенчен туянмасăрах хула халăхне сĕт продукчĕсемпе туллин тивĕçтерме пултарĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2008
00:00
Поделиться