Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĂМĂРТУСЕНЕ ПЕКИНРИ ОЛИМПИАДĂНА ХАЛАЛЛАНĂ

ПЕКИНРИ XXIX Олимп вăййисене тата Физкультурник кунне халалланă уява кăçал Кивĕ Шăмăршă ялĕн стадионĕнче ирттерчĕç. Ял çумĕнчи стадиона çăмăл машинасем те, автобуссем те палăртнă вăхăта çитрĕç. Ял поселенийĕсен, организацисен, предприятисен, учрежденисен командисем ăмăртусене хатĕрри вĕсен кăмăл-туйăмĕнченех палăрчĕ. Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ястребов хăйĕн территорине килнĕ хăнасене чăн-чăн хуçалла ырă сунса кĕтсе илчĕ. Физкультурник кунĕ кăçал Пекинра иртекен çуллахи Олимпиадăпа пĕр вăхăтра килчĕ. Çавăнпа ăна халалларĕç те. Уява уçăлнине пĕлтерсе, спортсменсене ăнăçупа çĕнтерỹ сунса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ, çамрăксен политики, культура пайĕн ертỹçи Н.Игнатьева саламларĕ. Спортра çитĕнỹ тунисене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. "Единая Россия" партин районти уйрăмĕн ертỹçи П.Фомин, Шăмăршă шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ Н.Куприянов ăшă сăмахсем каласа хавхалантарчĕç. "Единая Россия" партийĕн районти уйрăмĕ те районта физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе хастар ĕçлекен çынсене грамотăсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ. Вĕсене тивĕçнисем хушшинче А.Андронов (Пуянкасси), С.Ястребов (Васан ял поселенийĕн специалисчĕ), И.Сабаев (Карапай Шăмăршă шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ), С.Симурзин (Чукал), С.Хафизов (ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ), А.Ишмуллин (Пăчăрлă Пашьел), В.Шуряков (Шăмăршă), В.Иванов (Кивĕ Чукал) пулчĕç. Ăмăртусем эстафетăран тытăнчĕç. Тăватă çынран тăракан командăсем малти вырăна йышăнассишĕн вăйĕсене шеллемесĕр чупрĕç. Пĕрремĕш вырăна Пăчăрлă Пашьелĕн туслă команди тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшне финиша васансемпе пуянкассисем çитрĕç. Организацисем, предприятисем, учрежденисем хушшинче "Елочка" санаторин, районти тĕп больницăн, райадминистрацин командисем палăрчĕç. 100 метрлă дистанцие чупассинче хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕш вырăна О.Уськина (Пăчăрлă Пашьел), иккĕмĕшне _ И.Махмутова (Палтиел), виççĕмĕшне _ Ж.Антипова (Васан) йышăнчĕç. Каччăсемпе арçынсем хушшинче малти виçĕ вырăна Ю.Якушовпа В.Смаев (иккĕшĕ те Васан), А.Ишмуллин (Пăчăрлă Пашьел) пайларĕç. Кире пуканĕ çĕкленĕ çĕрте ăнăçу Палтиелĕнчи П.Стратилатовра пулчĕ. Вăл пукансене 30 хут çĕклеме пултарчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче В.Шуряков (Шăмăршă) тата Е.Укин (Кивĕ Чукал). Канат туртасси чи интереслĕ ăмăртусенчен пĕри пулчĕ пулĕ. Тăватă арçынпа икĕ хĕрарăмран тăракан командăсем шăлĕсене çыртса çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçессишĕн кĕрешрĕç. Чи вăйлисем кунта Карапай Шăмăршă маттурĕсем пулчĕç. Вĕсем иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă васансене, йывăрпа пулсан та, парăнтарчĕç. Виççĕмĕш картлашка çине чукалсем хăпарчĕç. Пуçа ĕçлеттерме юратакансем шахматла тата шашкăлла вылярĕç. Шахматистсем хушшинче Л.Падиаров (Пуянкасси) _ пĕрремĕш, Н.Куприянов (Шăмăршă шкулĕ) _ иккĕмĕш, Н.Поликарпов ("Елочка" санатори) _ виççĕмĕш. Шашкăлла вылякансенчен чи пултарулли Карапай Шăмăршăри Г.Елисеев пулчĕ. Волейбол тата мини-футбол вăййисем вăрăма тăсăлчĕç. Нихăш команда та çăмăллăн парăнасшăн пулмарĕ. Кашниех çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçессишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшса вылярĕ. Çапах та малти вырăнсене йышăнакансене кĕтсе илтĕмĕрех. Волейболистсем хушшинче пĕрремĕш _ райадминистраци, иккĕмĕш _ Анат Чаткас, виççĕмĕш _ Пуянкасси командисем пулчĕç. Футболистсенчен Шăмăршă ял поселенийĕн командинчен вăйлăраххи тупăнмарĕ, вĕсем пĕрремĕш, иккĕмĕш _ анатчаткассем, виççĕмĕш _ райадминистраци команди. Пĕтĕмĕшле вăйăсемпе ăмăртусен итогĕсене илсен кăçалхи Физкультурниксен кунĕнче ял поселенийĕсен командисем хушшинче çĕнтерỹçĕ Пуянкасси ял поселенийĕ пулса тăчĕ, чи хаклă парнене тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ анатчаткассемпе пăчăрлăпашьелсем. Организацисем, предприятисем, учрежденисем хушшинче "Елочка" санатори _ çĕнтерỹçĕ, райадминистраци _ иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕ _ виççĕмĕш. Уява чаплă ирттерме пулăшнăшăн тата спонсор пулăшăвĕ кỹнĕшĕн И.Ларшникова, район Пухăвĕн депутатне, "Миха" КФХ ертỹçине Г.Егорована, Г.Ельцов предпринимателе, Шăмăршăри ДРСУ ертỹçине В.Федотова, Кивĕ Шăмăршă ялĕн çыннине А.Самарина, ăмăрту судйисене пурин ячĕнчен те тав тăвас килет. Уйрăмах, тутлă апатпа сăйланăшăн Татьяна Антонова повара палăртни вырăнлă. Паллах, çак уява пĕр хăрамасăр хăйсем патĕнче кĕтсе илме ирĕк панăшăн Васан ял поселенийĕн пуçлăхне С.Ястребова пысăк тав. Ним иккĕленмесĕрех калама пулать, кивĕшăмăршăсем _ тарават çынсем.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 августа 2008
00:00
Поделиться