Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн урам анаталла...

 КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ял поселенийĕн администрацийĕ тирпей-илемшĕн сахал мар тăрăшать. Çак кунсенче ял урамĕсенчи çулсене юсас тĕлĕшпе субботник йĕркелерĕç. Ку ĕçре А.А.Столяров, В.П.Михайлов, М.Ф.Алексеев, А.В.Иванов тата ыттисем пысăк хастарлăх кăтартрĕç. "Слава" КФХ ертỹçи А.В.Денисов хăйăрпа чул тиеме экскаватор уйăрса пачĕ. Ял çыннисем урама тăкнă хăйăрпа чула тикĕслесе тухрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 августа 2008
00:00
Поделиться