Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паха утă _ выльăх тутă

ÇĔР ĕçченĕсене кăçал савăнтарсах каймасть: çине-çине тенĕ пекех çумăр çăвать. Анчах та çак хушăрах "кăвак хуппи" уçăлни те пулать. Шăпах çак самантсемпе усă курма тăрăшаççĕ те "Агросервис" ООО ĕçченĕсем, май килнĕ таран ытларах утă хатĕрлессишĕн вăй хураççĕ. Хальлĕхе хуçалăхра 40 гектар курăксене çулнă, хĕл валли 90 тонна паха утта склада упрама хунă. Курăк çулнă çĕрте Н.Скрипин механизатор ырă тĕслĕх кăтартать. Выльăх апатне турттаракансенчен Ю.Симурзинпа С.Еремеев водительсем тăрăшуллă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 августа 2008
00:00
Поделиться