Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кутсăр-пуçсăр çил тухсан...

 ТУНТИ КУН каçхине Патирек ялĕнче вăйлă çил-тăвăл хумĕ иртнĕ, çил çеккунтра 20-25 метр хăвăртлăхпа вĕрнĕ. Çил-тăвăл самантрах ялти Культура çурчĕн тимĕр çивиттине _ 40 тăваткал метра яхăн _ сирсе аякка кайса пенĕ. Çут çанталăк инкекĕсем кăçал тупăнсах тăраççĕ. нумаях пулмасть кăна-ха аçа çапнипе Хайпăлара выльăх-чĕрлĕх Вити çунса кайнăччĕ. Халĕрех, акă, Вырăс Чукалĕнчи пĕр çурта уçă алăкран çăмхаллă (шаровая молния) çиçĕм вĕçсе кĕнĕ, теле-радиоаппаратурăна хытах сиенленĕ хыççăн уçă чỹречерен тухса кайнă. Юрать-ха, çиçĕм çулĕ çинче чăрмав пулман: çуртри çынсем те вилме пултарнă вĕт-ха. Çавна май район çыннисене гражданла оборона служби çапла асăрхаттарать: вăйлă çил-тăвăл тата аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче килтен ан тухăр, алăксене тата чỹречесене хупăр, электричествăпа ĕçлекен приборсене розеткăран кăларăр. "Сыхлакана Турă та упрать", - тенĕ вĕт-ха ваттисем.

 

"



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 августа 2008
00:00
Поделиться