Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"КУХНЯ" ВĔРЕТ _ ÇУЛ САРĂНАТЬ

 ТĔПРЕН юсанă, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă хыççăн Шăмăршăри асфальтпа бетон завочĕ кăçалхи сезон пуçламăшĕнче тулли хăватпа ĕçлесе кайрĕ. _ Асфальтпа хамăр района çеç мар, кỹршĕллĕ Патăрьелĕнчи ДРСУна та тивĕçтеретпĕр, _ терĕ районти çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленин тĕп инженерĕ В.Вашуркин. Çул саракансемшĕн асфальтпа бетон завочĕ _ пĕр чарăнми ĕçлекен "кухня". Калама кăна ансат: кунта кашни сменăрах 400 тоннăна яхăн продукци хатĕрлесе ăсатаççĕ. Асфальт вара пурне те кирлĕ. Юлашки вăхăтра ДРСУна уйрăм çынсем те йышлă килеççĕ. Завод ĕçне А.Иванов мастер йĕркелесе-ертсе пырать. Вăл каланă тăрăх, кунта чăннипех те ăста, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем вăй хураççĕ. Коллектив пысăк мар: пĕчĕк йышах сулмаклă ĕç тăвать. Районта асфальтпă çулсен вăрăмăшĕ ỹссе пынинче Н.Захаров оператор, С.Любимов оператор-газосварщик, В.Ефимов дозировщик, Ю.Ильин битумовар, И.Дементьев электрик, Л.Гладков дозировщик тỹпи уйрăмах пысăк. Продукци яланах пахалăхлă пулмалла. Ку тĕлĕшпе заводра А.Убасев инженер-лаборант тимлет, хатĕр продукцие ăçта, мĕн чухлĕ ăсатнине Л.Погашова весовщица шута илсе пырать. Завода ятарласа К-701 маркăллă трактор уйăрса панă, унпа Н.Тихонов механизатор тухăçлă ĕçлет. АБЗра материал тĕлĕшпе те чăрмавсем çук _ вĕсене чылай малтан хатĕрлесе хунă. Битума Р.Ахметов водитель вăхăтра турттарса тăрать, унăн КАМазĕ яланах юсавлă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 августа 2008
00:00
Поделиться