Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Фермăсем кỹреççĕ тупăш

 ЯЛ ХУÇАЛĂХĔН тупăш çăл куçĕ _ фермăсем: аш-какайне те, сĕтне те сутса укçа-тенкĕ тума пулать. Çакна "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче тĕпе хураççĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх витисем çиччĕ шутланаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем кăна кунта 216 пуç, вĕсенчен 110-шĕ _ сăвакан ĕнесем. Кунсăр пуçне чаткассем 521 пуç сысна, 33 пуç лаша усраççĕ. Кăçал хуçалăхра обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли утă çителĕклĕ хатĕрленĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
09 августа 2008
00:00
Поделиться