Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇУРТ ХЫÇÇĂН ÇУРТ...

"ПУРĂНМАЛЛИ çурт-йĕр" приоритетлă наци программине пурнăçласа, районта строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта финанссен тĕрлĕ çăл куçĕсенчен 79,4 миллион тенкĕпе усă курнă. Çав шутра Шăмăршăри Ленин урамĕнче 30 хваттерлĕ çурт тума 9354 пин тенкĕ, Мăшăрлану керменĕ тума 2000 пин тенкĕ тăкакланă. Халăх укçи-тенкипе 5670 тăваткал метр е 68040 пин тенкĕлĕх пурăнмалли çурт-йĕр туса лартнă. _Тăван Шăмăршăра çурт хыççăн çурт çĕкленни, район центрĕ илемленсех пыни _ пирĕншĕн пысăк савăнăç, _ тет "Строитель" ООО ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Николай Быков.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 августа 2008
00:00
Поделиться