Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТУХĂÇ _ 40 ЦЕНТНЕРА ЯХĂН

"КОЛОС" Агрофирма" ЗАО-ра вырма ĕçĕсем йĕркеллĕ пуçланчĕç. "ДОН _ 1500 Б" комбайнсемпе ĕçлекен Павел Рожновпа Николай Борисов 80 гектар çинчен кĕрхи тулла 50 гектар урпана тỹрремĕнех вырса çапрĕç. Тухăç пысăк: гектартан 40-шер центнера яхăн пуçтарса кĕртеççĕ. Кĕр тыррисем хуçалăхра 400 гектар йышăнаççĕ. Кăçал та кунтан кая мар акса хăварасшăн. Хальхи вăхăтра кĕр аки валли çĕр хатĕрлеççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 августа 2008
00:00
Поделиться