Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

САЛАМЛАÇÇĔ ЫЛТĂН ПУЧАХСЕМ

СИСМЕРĔМĔР те _ вырма вăхăчĕ çитсе тăчĕ. Мĕнлерех хатĕрленсе кĕтсе илчĕç-ха ăна "Восход" ял хуçалăх производство кооперативĕнче? Çак тĕллевпе эпĕ ятарласах хуçалăха çитсе килтĕм. _ Тырă вырма паян-ыранах пуçăнма хатĕр, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертỹçи М.Самсонов. _ Вырмана тăватă комбайн хутшăнать. Ытти техника та çителĕклĕ, вĕсене тĕплĕн юсаса хатĕрленĕ. Хуçалăхри чи опытлă экипажсенчен пĕри _ П.Воробьевпа С.Ивановăн. Малтанах çак механизаторсем утă пухса кĕртнĕ çĕрте хастарлăхпа палăрнă, халĕ уй-хир карапĕн штурвалĕ умне ларнă. Чаткассем кăçал обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 350 тонна паха утă хатĕрленĕ, 48 тоннине ĕçлекенсене уйăрса панă. Курăксене иккĕмĕш хут çулсан хуçалăхра сенаж та хывса хăварасшăн, ăна 100 тоннăран кая мар хатĕрлеме палăртнă. Кăçал чаткассем 210 гектар çурхи тулă, 240 гектар урпа, 140 гектар сĕлĕ, 66 гектар хура тул, 100 гектар ыраш, 200 гектар кĕрхи тулă пуçтарса кĕртмелле. Пропашной культурăсем те пур. Малтан шутласа пăхнă тăрăх, тухăç начар мар пулмалла _ вăхăтра, çухатусăр пухса кĕртесчĕ çеç. Чаткассем _ ĕçчен халăх. Кĕлет пỹлмисем тулли пуласси пирки пĕр иккĕленỹ те çук.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 августа 2008
00:00
Поделиться