Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЙЫВĂРЛĂХСЕНЕ ПАРĂНМАН

ВĂРÇĂ çулĕсем иртни 63 çул ĕнтĕ. Вĕсем пирĕншĕн тертлĕ те йывăр пулнă, ачалăха пĕр шелсĕр хуçнă. Эпĕ ун чухнехи пĕр тапхăр çинчен каласа парасшăн. 1944-мĕш çул... Вăл вăрçă хирĕсенче фашистла Германи çарĕсене хамăр çĕршывран çĕнтерỹ хыççăн çĕнтерỹ туса хуса кăларни те паллă. Шкулта кашни ир класра çакăнса тăракан СССР картти умĕнче ирĕке кăларнă хуласен ячĕсене тупма тăрăшаттăмăр, кăмăлсем çĕкленỹллĕ те хаваслăччĕ. Çав вăхăтрах, ялти пурнăçа илсен, питĕ йывăрччĕ. 1943 çулта çăвĕпех çумăр çунине пула пахчари çĕрулми нумайăшĕн çĕрсе пĕтрĕ. Çавна пулах выльăх çими те çителĕксĕр хатĕрлеме пултарнă халăх. 1944 çулхи март-апрель уйăхĕсенче колхоз фермисенчи пур выльăх та тенĕ пек вилсе пĕтнĕччĕ. Вилнĕ выльăха выçă халăх пĕтĕмпех çисе янăччĕ. Аслисем выçлăх пуласса малтанах сиснĕ пулас: кĕркунне кашниех миххи-миххине юман йĕкелĕ пухса типĕтнĕччĕ. Типĕтнĕ йĕкеле кисĕппе тỹсе, ыраш çăнăхĕпе хутăштарса пашалу пĕçеретчĕç. Хĕле кĕрсен вара вăрмана шĕшкĕ кăчкисем татма каяттăмăр. Ăна та кăмака çинче типĕтсе тỹсе пашалу пĕçерсе хатĕрленĕ. Çуркунне, юр ирĕлнĕ вăхăтра, чăн-чăн выçлăх пуçланчĕ. Ку вăхăт тĕлне унччен хатĕрленĕ апат-çимĕç пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Пасарта та тырă сутакансем çукпа пĕрехчĕ. Кĕркунне пуснă пăру, сурăх тирĕсене ĕнтнĕ хыççăн анне студень хатĕрлетчĕ. Çĕрулми хуппине ашвĕтетмĕшпе авăртса, кăштах çăнăх хушса пĕçернĕ пашалу та пирĕн сĕтел çинче пулнă. Тутлă марччĕ апат, анчах выçă хырăма лăплантармалла-çке. Май уйăхĕнче улма вăрлăхĕ çур пахчана çеç çитнĕччĕ. Çамрăк вĕлтĕрен, ут кăшкар, пултăран, пиçен, мăян çулçисенчен шỹрпе пĕçеретчĕ анне, ăна юр-варпа шуратса çиеттĕмĕр. Колхозра ĕçлесен куллен 150-200 грамм тырă паратчĕç. Халăх йышлă вилме пуçларĕ. Пирĕн урама Масар касси тетчĕç ун чухне. Çак урампа кăна кашни кун темиçешер виле йăтса каятчĕç. Каярахпа вăй пĕтнĕ çынсем вилесене йăтса мар, метек çине хурса туртатчĕç. Аслăраххисем ун чухне ялта пурĕ 100 çын ытла вилнĕ тенине ас тăватăп. Июль уйăхĕнче ВКП(б) Центральнăй Комитечĕ кăларнă "Чăваш АССРĕнчи Шăмăршă районĕнчи чрезвычайлă лару-тăру çинчен" Постановленипе килĕшỹллĕн, кашни çемьене ялти магазин урлă тỹлевсĕр кăштах çăнăх валеçсен пĕр-ик кунтанах халăх вилме чарăнчĕ. Çав çулхи выçлăх районĕпех сарăлнă, анчах Пашьел пек нушаллă ял пĕрре кăна пулнă. Выçă вилекенсен хушшинче пĕтĕмпе тенĕ пекех чухăн, ĕнесĕр çемьесем пулнă. Ĕне сĕтĕнчен турăх, тăпăрчă, чăкăт тата ытти апат-çимĕç хатĕрлеме май пурччĕ. Çав çул пирĕн Чкалов ячĕллĕ колхозра çуракинче Шăхасан районĕнчен килнĕ хĕрарăмсем ĕçленĕччĕ. Вĕсем хăйсен вăрлăхĕпе тата лашисемпе ĕçлесе пулăшнăччĕ. МТС тракторĕсем валли краççына ялти аслăрах ỹсĕмри хĕрсем Шăмăршăран 3 литрлă кĕленче савăтпа кутамккаласа йăтса килетчĕç. Çаксене аса илсен, куçран куççуль пăчăртанать. Халăх йывăрлăхсене пурпĕрех парăнман вĕт-ха. Пур нушана та тỹснĕ, малашлăха шаннă. Хăйсен пархатарлă ĕçĕпе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 августа 2008
00:00
Поделиться